Четверг, 18 апреля

Уявра уяв ку тăрăхра, вăйĕпе хускатать вăл тăва

Уявра уяв ку тăрăхра, вăйĕпе хускатать вăл тăва

Кăçал Комсомольски районне туса хунăранпа 80 çул çитрĕ. Çавна май кашни ял тăрăхĕнчех уяв концерчĕ йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Çак кунсенче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем куракансене концертпа савăнтарчĕç. Уяв концертĕнчен никам та айккинче юлман.
Уявра юрă-ташăпа çеç мар, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн аталанăвĕпе, çитĕнĕвĕпе туллин паллашма пулчĕ. Кунта пурăнакансем ĕçре те, канура та маттур. Çамрăксем аслăрах çулхисенчен тĕслĕх илсе пыраççĕ. Сцена çинче аслăрах çулхисем те, ачасем те пулчĕç. Артистсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Вырăнти арçынсен «Убойная сила» ушкăнĕ сцена çине тухсан залра ларакансем пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче тĕпленнисем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнни, пĕр-пĕрне хисеплени уççăн курăнчĕ. Кун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов та хăйĕн сăмахĕнче пĕрре кăна мар каларĕ. Вăл ял тăрăхĕн пурнăçĕпе, аталанăвĕпе паллаштарчĕ, çитĕнĕвĕсене тĕслĕхсемпе çи-рĕплетрĕ.
— Влаç органĕсенче тăрăшакансем те пурнăç уттинчен юлмасăр ĕçлеме тăрăшаççĕ. Пирĕн тĕллев — ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, ялсен социаллă аталанăвĕшĕн, тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн тăрăшасси, обществăлла ĕçе ытларах явăçтарасси. Кашни кун тĕл пулакан ыйтусене татса парас ĕçре республика, район шайĕнче ирттерекен тĕрлĕ проектсемпе программăсем пысăк витĕм кÿреççĕ. Юлашки çулсенче ял тăрăхĕнче нумай проекта ĕçе кĕртме, программăсене пурнăçлама май килчĕ. Кунта уйрăмах халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан ĕçсене палăртса хăвармалла: 2017 çулта Хирти Ĕнелĕнче спорт площадки хута кайрĕ, 6 ялта урамри çутăсене пĕтĕмпех çĕнĕрен тунă, Хирти Сĕнтĕр, Нĕркеç, Янкасси ялĕсенчи масар лаптăкĕсене пысăклатса карта тытрăмăр. Ял çыннисем район администрацийĕ, республика пулăшнипе проектсене кĕске вăхăтра пурнăçлама вăй çитернĕ. Унпа пĕрлех пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕртес ĕçре те чылай тăрăшнă. Пурнăçлани чылай, анчах та ĕçлемелли татах та нумай. Халăх туслă пулни пире вăйлăрах ĕçлеме хистет. Хамăр пурăнакан вырăн яланах илемлĕ те тирпейлĕ, хăтлă пултăр, — палăртрĕ Геннадий Егорович докладĕнче.
Нĕркеçри культура çуртĕнче йĕркеленĕ уявра юрă-ташăпа киленнипе пĕрлех, выставкăсемпе паллашрăмăр. Çавăн пекех ял тăрăхĕн пурнăçĕпе паллаштаракан электронлă презентацие те курма кăмăллă пулчĕ. Ял çыннисемпе хăнасем кивĕ сăнÿкерчĕксемпе те кăсăклансах паллашрĕç. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ватти-вĕтти, çамрăкки — никам та айккинче тăрса юлман. Çакă савăнтарать те. Тĕслĕхрен, Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренекенсем: Никита Голландцев, Марианна Яковлева, Юрий Воронов, Татьяна Прокопьева, Даша Голыева куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Шкул ачисем мероприятисенчен нихăçан та пăрăнмаççĕ.
Юрă-ташăсенче тăван тăрăха чунтан юратни, сума суни тÿрремĕнех курăнчĕ. Кунта пурăнакансем вăхăтра канма, вăхăтра ĕçлеме пĕлеççĕ.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *