Пятница, 27 января

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Конкурса пĕтĕмлетнĕ

Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри «Неопалимая Купина» конкурсăн республика тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Унта шкулсенче ăс пухакан, ача сачĕсене çÿрекен, ÿнер студийĕсенче, ача-пăча пултарулăх çурчĕсенче ăсталăхне туптакан çамрăк ÿнерçĕсем хутшăннă.
Жюри 300-е яхăн ÿкерчĕкпе алăпа ăсталанă япалана пăхса тухнă. Конкурса килнĕ ĕçсене 3 номинацире хакланă. Шурут вăтам шкулĕнче вĕренекен Валерия Долгова тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Анастасия Пыркина «Илемлĕ сăнарлă ÿнер» номинацире 1-мĕш вырăна тухнă. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вĕренекен Арина Матросовăпа Урмаел вăтам шкулĕнче пĕлÿ илекен Эмиль Иштяков çак номинацире 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухакан Катерина Ефремовăпа Арина Никифорова «Декораципе хушма искусство» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Ильвина Галяутдиновăпа Ксения Владимирова /Александровка тĕп шкулĕ/ 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене пайланă. Лидия Матросова /Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ/ тата Анастасия Албутова /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/ 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
«Чи çамрăк хутшăнакан» номинацире Тукай Мишер вăтам шкулĕ çумĕнчи шкул çулне çитменнисен ушкăнне çÿрекен Ранил Файзрахманов 3-мĕш вырăна тухнă.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *