Пятница, 27 января

Ял çыннисен çивĕч ыйту чылай

Ял çыннисен çивĕч ыйту чылай

Апрелĕн 17-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутатĕнчен Петр Красновран, район администрацийĕн пуçлăхĕнчен Александр Осиповран, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçинчен Ирина Белобаевăран тата РФ МЧСĕн надзор тата профилактика ĕçĕн районти уйрăмĕн начальникĕнчен Владимир Давыдовран тăракан ушкăн Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулчĕ.
Чи малтанах Александр Осипов кун йĕркинчи темăсемпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ ыйтусене пĕрле сÿтсе явма сĕнчĕ.
РФ МЧСĕн надзор тата профилактика ĕçĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Владимир Давыдов пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен нихăçан та манмалла маррине аса илтерчĕ.
— Çĕр юртан тасалса типсе пынă май пур çĕрте те субботниксене тухаççĕ, тавралăха тирпей-илем кÿме тăрăшаççĕ. Пуçтарăннă çÿп-çапа çунтарнă чухне уйрăмах тимлĕ пулмалла, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалла, — палăртрĕ Владимир Анатольевич.
Ирина Белобаева пенси тытăмĕнче пулса иртнĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ, пуçтарăннисене пăшăрхантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем пачĕ.
Ĕçлĕ ушкăн цифра телекуравĕ çине куçасси ялта мĕнле пулса пынипе интересленчĕ, сахал тупăшлă çемьесене ятарлă приставкăсене туяннăшăн компенсаци илес ыйтупа районти социаллă хÿтлĕх пайне пыма сĕнчĕ.
Ял çыннисене хумхантаракан ыйту нумай. Сăмахран, канмалли кунсенче çак яла автобус çÿременни пысăк чăрмав пулса тăрать. «Эрне варринче Комсомольскине тухса килме пултаратпăр-ха. Вырсарникунсенче вара чиркĕве те кайса килейместпĕр. Çак ыйтăва мĕнле те пулин татса пама май килмĕ-ши?» — пытармарĕç пăшăрханăвне ял çыннисем.
Çавăн пекех сĕт хакĕ чакса пыни те Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче пурăнакансемшĕн çивĕч ыйту шутланать. Ял çыннин кунсерен тупăш илмелли чи кирлĕ продукцийĕ вăл сĕт-çке-ха. Паллах, сĕт хакĕ çулсерен çу кунĕсем çывхарнăçемĕн кăштах чакать. Апла пулин те, кăçалхи хаксем пĕлтĕрхинчен кăшт пысăкрах. Ăна республика шайĕнче йĕркелеме тăрăшнине палăртрĕç тĕлпулăва килнисем.
— Комсомольски районĕнче ĕçчен халăх пурăнать. Юлашки çулсенче эпир пĕрле тăрăшса чылай ĕç тума пултартăмăр: çулсем турăмăр, вĕренÿ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене юсарăмăр, çĕнĕ ача сачĕсем хăпартрăмăр… Ĕçсем малалла пыраççĕ. Паллах, пур ыйтăва та тÿрех татса пама çук. Апла пулин те, майĕпен тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшăпăр, — уçрĕ шухăшне Петр Краснов депутат.
Информаци кунĕнче тĕрлĕ енлĕ ыйтусем пулчĕç. Кашни пăшăрхантаракан ыйтăвах татса пама май килессе шанса тăнине пытармарĕç ял çыннисем.

Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *