Пятница, 19 апреля

Хурçă тарктор кĕрлет, уй-хирте ĕç вĕрет

Хурçă тарктор кĕрлет, уй-хирте ĕç вĕрет

Çуркунне вăй хурсан — кĕркунне мул пухан, теççĕ халăхра. Çакна тĕпе хурса çĕр ĕçченĕсем тавралăх хĕл ыйхинчен вăранасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, юр кайса пĕтнĕ-пĕтмен акана тухма хатĕрленме пикенеççĕ. Кăçал хĕлле юр нумай пулчĕ пулсан та, вăл куç умĕнчех вăр-вар ирĕлчĕ. Паянхи кун тĕлне уй-хирсенче çĕр типсе те пырать, районти хăш-пĕр хуçалăхсем хирти çурхи ĕçсене пикенчĕç те ĕнтĕ. Çак кунсенче эпир «Искра» колхозра ĕçсем мĕнле пынипе паллашрăмăр.
Хуçалăхра хальхи вăхăтра нумай çул ÿсекен курăксене апатлантараççĕ. Пурĕ вĕсем 200 гектар çĕр йышăнаççĕ. Владимир Мукшинпа Николай Кокшин удобрение тиесе хире илсе тухаççĕ, Николай Воробьев удобрение сапать. Ку ĕçре вĕсене Алексей Ишмуратовпа Григорий Чемешев тата Александр Воробьев тĕрлĕ ĕç тăвакансем пулăшаççĕ. Владимир Ксенофонтов вара çĕр сÿрелет.
— Ытти çулсенче çак вăхăтра кĕрхи калчасем сип-симĕс тухнă. Кăçал вара апла мар. Кĕрхисем питĕ япăх хĕл каçрĕç. Пирĕн çеç мар, районĕпех кĕрхи тырăсем йĕркеллĕ хĕл каçайман, — пытармасть пăшăрханăвне хуçалăхăн тĕп агрономĕ Татьяна Мартынова.
«Искра» колхозра вăй хуракансем çак кунсенчех акана тухма хатĕр тăраççĕ. Вĕсем тулăпа урпан элита вăрлăхĕсене 9-шар тонна туяннă. Çавăн пекех 3 тонна суперэлита сĕлĕ вăрлăхĕ хатĕрленĕ. Елена Макаровăпа Алена Фомина йĕтем çинче вăрлăх имçамланă çĕрте ĕçлеççĕ.
Кăçал хуçалăх 100 гектар çинче — çурхи тулă, 200 гектар çинче — урпа, 30 гектар çинче — сĕлĕ, 10 гектар çинче — пăрçа, 90 гектар çинче куккурус çитĕнтерме палăртнă. Пĕр çул ÿсекен курăксем 48 гектар йышăнĕç.
— Çĕр ĕçченĕсемшĕн çанă тавăрса ĕçлемелли вăхăт çитрĕ. Халĕ пĕрре те наянланса ларма вăхăт çук. Çуракине кĕске вăхăтрах туса ирттерме май килессе шанатпăр. Çуркуннехи пĕр кун çулталăк тăрантарать теççĕ-çке-ха, — уçрĕ шухăшне Татьяна Леонидовна.

Н. КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *