Алимент тÿлемеççĕ

Алимент тÿлемеççĕ

Чун панă пепкене пĕрле пăхса çитĕнтересси — çемьен тĕп тĕллевĕ. Çемьене ача хутшăнни ашшĕ-амăшĕн телей, савăнăç пулмалла пек. Анчах шел пулин те, хăш-пĕр чухне тĕрлĕрен сăлтавпа çемье арканать. Ун пек чухне ашшĕ-амăшĕн саккунпа килĕшÿллĕн çул çитмен ачашăн кашни уйăхрах алимент тÿлесе тăмалла. Çак яваплăха кашниех туясшăн мар. Алимент тÿлессинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕсем пирĕн хушăра сахал мар. Хальхи вăхăтра, тĕслĕхрен, Комсомольски районĕсенчи суд приставĕн уйрăмĕнче суд йышăнăвне тĕпе хумасăр тарса çÿрекен 4 парăмçă. Вĕсем пепкисене алимент тÿлемеççĕ. Камсем-ха вĕсем;
В.В. Артемьев, 1993 çулта çуралнă, Аслă Çĕрпÿел ялĕ, çул çитмен ачишĕн тÿлемелли алимент укçин сумми 198172,70 тенкĕ.
А.Ю.Боровков, 1988 çулхи, Шупашкар хули, çул çитмен пĕр ачишĕн тÿлемелли алимент укçин сумми 415727,50 тенкĕ.
М.С.Зайцева /Шумкина/ 1990 çулта çуралнă, Хусан хули, çул çитмен пĕр ачишĕн тÿлемелли алимент укçин сумми 421648,79 тенкĕ.
Л.Н.Иванов, 1983 çулхи, Луцки сали. Парăмĕ — 121727, 45 тенкĕ.
Енчен те эсир çак çынсем пирки пĕлетĕр пулсан 6-22-66 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр. Шăпах вĕсене шыраса тупма пулăшма ыйтатпăр та сиртен.
Г. АФКИ,
Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи суд приставĕн уйрăмĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *