Четверг, 12 декабря

Цифра çине куçрăмăр

Цифра çине куçрăмăр

Тунтикунран, апрелĕн 15-мĕшĕнчен, Чăваш Ен аналоглă телекуравран цифра телевиденийĕ çине куçрĕ. Çак ĕçе тата 19 регионта пурнăçланă. «Цифра çине куçма» республикăра чылай ĕç туса ирттернĕ.
Малашне вара республикăра, районта пурăнакансем тÿлевсĕр 20 канал пăхма пултараççĕ. 2013 çулччен кăларнă телевизорсемпе передачăсене курма ятарлă приставка тата дециметрлă антенна кирлĕ пулать. Çĕннисем цифрăллă эфир телеканалĕсене йышăнма хатĕр, вĕсене дециметрлă антенна çумне кабельпе çеç сыпăнтармалла. Районти халăх цифрăллă телекурава куçма хатĕр-и? Кун пирки Каçал тăрăхĕнчи хуçалăхсене çитсе тĕрĕсленĕ те. Чылайăшĕ малашне спутник антеннипех курас кăмăллă, теприсем вара «цифра» çине куçма шутланă. «20 канал тÿлевсĕрех курма май пур чухне, мĕншĕн укçа-тенкĕ тăкаклас», — теççĕ ял тăрăхĕсенче пурăнакансем.
Çавăн пекех уйрăм граждансем валли çăмăллăхсем те пур, цифра телекуравĕ валли оборудовани хакне компенсацилеççĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина пĕлтернĕ тăрăх, çынсем компенсаци илме документсем илсе килме тытăннă. Аслă çултисене цифрăллă курав çине куçма кирлĕ хатĕрсене вырнаçтарма ятарласа вĕреннĕ волонтерсем пулăшаççĕ.
Цифрăллă телекуравпа çыхăннă мĕн пур ыйтăва федераци шайĕнчи «хĕрÿ лини» — 8-800-220-20-02 тата регионри «хĕрÿ лини» 8/8352/ 26-11-11 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа уçăмлатмалла.
Çавăн пекех асăрхаттарса та хăваратпăр: Чăваш Енре аналоглă телекуравран цифра телевиденийĕ çине куçма пулăшас тĕллевпе ултавçăсен ушкăнĕ ĕçлеме тытăннă. Шăпах çак ушкăн членĕсем çак кунсенче çеç Шупашкарта пурăнакансен почта ещĕкĕсене суя хутсем салатнă. Унта вĕсем хĕрÿ лини телефонĕн номерне палăртнă. Оператор цифра çине куçас текенсене 2900—3900 тенкĕлĕх тăкакланма сĕнет. Ку — суя хыпар! Суту-илÿ точкисенче, почта уйрăмĕсенче антеннăна — 300 тенкĕпе, приставкăна 900 тенкĕпе туянма пулать. Вырнаçтарса лартассипе чăрмавсем пулсассăн волонтерсене чĕнсе илме пултаратăр, телефон 8/8352/ 26-11-11. Волонтерсем кирлĕ оборудование тÿлевсĕрех вырнаçтараççĕ. Çавăнпа та асăрхануллă та тимлĕ пулăр! Ултавçăсен аллине ан лекĕр!

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *