Викторина — «Каçал енпе» пĕрле

Викторина — «Каçал енпе» пĕрле

«Хыпар» хаçат пуçарнипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем «Чăваш чĕлхи кунĕсем» пĕрлехи акци ирттеретпĕр. Вунăкунлăх вăхăтĕнче район, республика хаçачĕсенче тĕрленчĕксемпе статьясем пичетленеççĕ, телерадиоканалсенче радиоочерксемпе телекăларăмсем кун çути кураççĕ.

Викторина — «Каçал енпе» пĕрле

1. «Тăван чĕлхем, эс хĕвелрен те çутă.
Чи хаклă мулăм манăн эс кăна.
Чăваш чĕлхи, сана упратăр Турă!
Сÿнми Шевле çутаттăр сан Çулна!»
Çак йĕркесене кам çырнă;
2. Иван Яковлев Чĕмпĕр гимназийĕнче вĕреннĕ чухне чăваш ялĕсене кайса хутла вĕренес текенсене шыранă. Унăн вĕренекенĕ пулма пĕр çын çеç килĕшнĕ. Кам вăл?
3. Кам тата хăçан чăваш халăх сайтне туса хунă;
4. 2009 çулта калăпласа кăларнă «Комсомольски районĕн энциклопедийĕ» кĕнекен авторĕсем камсем;
Çак ыйтусен хуравĕсене «Каçал ен» хаçат редакцине апрелĕн 22-мĕшĕнче 10 сехетрен пуçласа 11 сехетчен 8/83539/5-14-07 номерпе чи малтан шăнкăравласа пĕлтерекен 3 çынна парне кĕтет.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *