Вторник, 16 апреля

Наци проекчĕсене хакланă

Наци проекчĕсене хакланă

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Генеральнăй канашĕн Президиумĕн ушкăнĕ республикăра пулнă.
Ятарлă ушкăн наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн хута кайнă объектсене тĕрĕсленĕ. Экологи, халăха ĕçпе тивĕçтересси, сывлăх сыхлавĕпе демографи çине пысăк тимлĕх уйăрнă вĕсем, строительство ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Пăр керменĕпе Кадет корпусне, тĕрлĕ предприятисемпе организацисене çитнĕ.
Ĕçлĕ çулçÿрев хыççăн Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле канашлу ирттернĕ.
Канашлу вăхăтĕнче тĕрĕслев ушкăнĕ сĕнÿсем тăратнă, республика наци проекчĕсемпе пысăк çитĕнÿсем туса пыма хатĕррине çирĕплетнĕ.
РФ Федераци Канашĕн Комитет членĕ, тĕрĕслев ушкăнĕн ертÿçин çумĕ Владимир Кравченко Чăваш Енре ырă енсем пуррине, ĕçлесе пыма кирлĕ мĕн пур условисем çителĕклине çирĕплетнĕ.
«Наци проекчĕсене пурнăçлас умĕн мĕн пур объектсене туллин пăхса тухса хакларăмăр. Кирек епле йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтăва та тĕплĕн сÿтсе яврăмăр. Предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçрăмăр, граждансен сĕнĕвĕсене шута илтĕмĕр, чăнласах та ĕç тухăçлăхне, çитĕнÿсене курса ĕнентĕмĕр», — тенĕ вăл.
Хăнасем çак кун республикăри районсенче ФАПсем кулленех çĕнелсе пынине курса ĕненнĕ. Палăртма кăмăллă, 2018 çулта пурĕ çĕнĕ 50 ФАП хута янă. Халăха тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси те кирлĕ пек шайра пулса пырать. Халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсас тĕллевпе те республикăра чылай программа ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Арçынсен сывлăхне упрасси çине те сахал мар тимлĕх уйăраççĕ, ку енĕпе патшалăхăн ятарлă программине те çирĕплетсе хăварнă.
Спорт ыйтăвĕ хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ. Тĕрĕслев ушкăнĕн пайташĕсем федераци шайĕнче «Атăл» стадиона инвестици программине кĕртсе хăвармалли пирки каланă, вăл ĕçе тума хатĕррине хыпарланă.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *