
Апрелĕн 17-мĕшĕнче иртекен Пĕрлехи информаци кунĕн темисем: çурхи хирти ĕçсене пикенесси, экологи субботникĕсем ирттересси, тавралăха тирпей-илем кÿресси, Аслă Çĕнтерĕве 74 çул çитнине халалланă мероприятисене хатĕрленесси. Çавăн пекех ĕçлĕ ушкăнсем тĕрлĕ ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулса ытти ыйтусене те сÿтсе явĕç, граждансене те ыйтусемпе йышăнĕç.