Районти хуçалăхсенче çуракине хатĕрленеççĕ: ял хуçалăх техникине тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ, пахалăхлă вăрлăх, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобрени туянаççĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсем, фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акма 14273 гектар уйăрĕç. Пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 1776 гектарпа танлашĕ, нумай çул çитĕнекен курăксен лаптăкĕ — 4645 гектар. Çĕрулмине 800 гектар çинче çитĕн- терме палăртнă. Пахча çимĕç лаптăкĕ 83 гектарпа танлашмалла. Сăмах май, пĕлтĕр кĕрхисене 4225 гектар çинче акса хăварнă.
Хуçалăхсем 30655 центнер вăрлăх хатĕрленĕ, 1640 центнер элита вăрлăх туяннă. «Паха вăрлăхран — ырă çимĕç», — теççĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем.
Çураки ирттерме çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянас ĕç малалла пырать.
А.ИСАЕВА.