Суббота, 4 февраля

Урмаелте – фестиваль

Апрелĕн 4—6-мĕшĕсенче Урмаел салинче тĕрĕк халăхĕсен культурипе пултарулăхĕн «Урмай — Залида» фестивалĕ иртет. Уява ĕнер савăнăçлă лару-тăрура уçнă та.
«Фестиваль тĕрлĕ халăх ташăçисемпе юрăçисене, ансамблĕсемпе ушкăнĕсене пĕрлештерекен уяв пулса тăчĕ. Уявра тĕрлĕ наци юрри-ташшине итлесе-курса киленме, илемлĕ тумсен хăйевĕрлĕхĕпе паллашма пулать», — тет Чăваш Республикинчи наци культура автономийĕн ертÿçи Ферит Гибатдинов.
Тутарстан, Мари Эл республикисенчен, Чулхула, Ульяновск хулисенчен тата ытти тăрăхран килекен ăстасем хăйсен пултарулăхĕпе «Хореографи», «Эстрада юррисем», «Музыка инструменчĕсем», «Фольклор ансамблĕсем» номинацисенче паллаштарĕç. Фестивальте чи лайăх юрăçсене, чи лайăх коллективсене палăртĕç. Унта яланхи пекех хамăр республикăри пултаруллă юрăçсемпе ансамбльсем те хастар хутшăнĕç. Çавăн пекех ăсталăх сехечĕсем, çавра сĕтелсем, экскурсисем, «Чак-чак пăтти», «Каçхи улах» уявсем, Йошкар-Олари ÿнер ăстисен концерчĕ иртĕç.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *