Вторник, 10 декабря

22-мĕш пускăч

22-мĕш пускăч

Цифра пуххине муниципалитет телеканалĕсене кĕртни информаци уçлăхне анлăлатма тата тележурналистика аталанăвне вăйлатма май парĕ.
Кун пирки «22-мĕш пускăч» саккун проекчĕн авторĕсенчен пĕри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин генеральнăй канашĕн секретарĕн заместителĕ Евгений Ревенко пĕлтернĕ. Аналог хыпарлавĕнчен цифра çине куçнă май 20 телеканалран тăракан ярăм йĕркеленĕ. «Хăй вăхăтĕнче 21-мĕш пускăч туса хунă. Унта регион телеканалĕсене вырнаçтарма йышăннă. Халĕ эпир 22-мĕш пускăч пирки калаçатпăр, унта муниципалитетсен каналĕсене кĕртме май пулĕ», — тенĕ парламентари.
Çĕнĕлĕх, Евгений Ревенко палăртнă тăрăх, вырăнти телеканалсене цифра пуххине кĕме май парĕ, мĕншĕн тесен вĕсем укçа-тенкĕ çукран хăйсем тĕллĕн çакăн йышши ярăмсене лекеймеççĕ. «Çак саккун проекчĕпе эпир кабель сечĕсен операторĕсене конкурс ирттерсе муниципалитет телеканалĕсен кăларăмĕсене хăйсен округĕнче тÿлевсĕр кăтартмалла тутарасшăн», — тенĕ вăл.
Саккун проектĕнче тÿлевсĕр каналсен пуххине кĕмелли условисене туллин палăртнă. Хыпарлав вăхăчĕн 75 процентне наци кăларăмĕсем йышăнмалла, 21 проценчĕн муниципалитетри пĕлтерĕшлĕ ыйтусене çутатмалла.
А. ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *