Ачасен хула тулашĕнчи сывлăх сыхлав лагерĕсене путевкăсем туянма ыйтса çырнă ыйтусен кампанийĕ Чăваш Енре мартăн 30-мĕшĕнчен старт илет.
Лагерьсене каймалли заявленисене пĕрлĕхлĕ автоматизациленĕ тытăм урлă тăватă тапхăрпа пухаççĕ, шута илеççĕ, пăхса тухаççĕ:
— социаллă центрсем мартăн 30-мĕшĕнчен йывăр шăпаллă ачасене путевкăсем пама пуçлаççĕ;
— апрелĕн 6-мĕшĕнчен Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчи, Канаш районĕнчи шкулсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнма пуçлаççĕ;
— апрелĕн 13-мĕшĕнчен Шупашкар хулинчи шкулсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнаççĕ;
— апрелĕн 20-мĕшĕнчен районсенчи тата республикăри пĕчĕк хуласенчи шкулсенче вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсенчен заявленисем йышăнаççĕ.
Хула тулашĕнчи лагерьсенче 21 кун канмалли путевкăсен хакĕ — 14962 тенкĕ;
— санатори-лагерьсенче — талăка 935 тенкĕ;
— профильлĕ сменăсенче каннăшăн талăкра 784 тенкĕ тÿлемелле.
Ачасен ашшĕ-амăшĕсем путевкăсен хакне, çемьере кашни çын пуçне тивекен тупăша кура, 5 процентран пуçласа 50 процент таран тÿлеççĕ:
— йывăр шăпаллă çемьере çитĕнекен ачасемшĕн путевка хакĕ — 5 процент;
— çемьери кашни çыннăн тупăшĕ республикăри пурăнмалли виçен 150 процентĕнчен иртмест пулсан — путевка хакĕ 20 процент;
— çемьери кашни çыннăн тупăшĕ пурăнмалли виçен 150—200 проценчĕпе танлашать пулсан — путевка хакĕ 30 процент;
— çемьери кашни çыннăн тупăшĕ пурăнмалли виçен 200 процентĕнчен иртсен — хак 50 процент.
2019 çулта ачасен канăвне тата сывлăхне çирĕплетме ре-естра 426 организацие кĕртнĕ:
— 18 организацире ачасем стационарлă канма тата сывлăха çирĕплетме пултараççĕ;
— 10 лагерьте ачасем кăнтăрла тата талăкĕпех канма пултараççĕ;
— палатăллă лагерьсем — 53;
— ачасене хушма пĕлÿ паракан базăсен никĕсĕ çинче 8 лагерь ĕçлĕ.
Çуллахи кану кампанийĕнче 16 профильлĕ смена ĕçлĕ, вĕсенче 1000 вĕренекен канĕ.
«Звездный» лагерьте пĕрремĕш сменăра — «Юнармия», «Арт-лето», «РДШ за ЗОЖ», «РДШ-медиа» профильлĕ сменăсем, «Созвездие» лагерьте — профильлĕ чĕлхе пĕлĕвĕн смени, «Солнышко» лагерьте художествăлла искусствăпа тата музыка пĕлĕвĕпе çыхăннă сменăсем пулĕç. Иккĕмĕш сменăра «Солнышко» лагерьте профильлĕ проект смени тата «Эткер» смена ĕçлĕç. Виççĕмĕш сменăра çамрăк çул-йĕр инспекторĕсен тата интеллектуалсен сменисем, çавăн пекех «Вектор развития» смена пулĕç. Тăваттăмĕш сменăра «Звездный» лагерьте волейбола тата каратэне кăмăллакансен, «Солнышко» лагерьте Раççейри ача-пăча юхăмĕсен активисчĕсен сменисем иртĕç.
Т.ИГНАТЬЕВА.