Четверг, 25 апреля

Çемьесене – удостоверени

Çемьесене – удостоверени

Нумай ачаллă çемьесене тивĕçлĕ пулăшу парасси — патшалăх тивĕçĕ. Виçĕ е ытларах ача çитĕнтерекен çемьесем пирĕн районта сахал мар. Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина пĕлтернĕ тăрăх, районта вĕсен шучĕ 441 çемье.
Çак кунсенче районти икĕ çемьене нумай ачаллă пулнине çирĕплетекен удостоверени парса чысларĕç. Тĕп библиотекăра йĕркеленĕ уява район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Лепешкина, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Инна Ядрова хутшăнчĕç. Вĕсем Комсомольскинче пурăнакан Кузьминсене, Тăманлă Выçлире тĕпленнĕ Поляковсене удостоверенипе чысларĕç, çемьере килĕшÿпе юрату сунчĕç. Татьянăпа Александр Кузьминсем, Аленăпа Сергей Поляковсем ывăлсене кун çути парнеленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтереççĕ.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *