Петр Матросов парнисене тивĕçрĕç

Петр Матросов парнисене тивĕçрĕç

Мартăн 23-мĕшĕнче районти «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен пысăк ăмăртăвĕ пулчĕ. Кашни çулах йĕркелекен турнира районта пуçласа классикăллă тата ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине йĕркелесе янă пĕрремĕш кĕрешÿçĕсене хатĕрленĕ ентешĕмĕр Петр Георгиевич Матросов ячĕпе ирттереççĕ.
Турнира уçнă çĕре район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ентешлĕх представителĕ Александр Капитонов, турнир пуçаруçи, спорт ветеранĕ Петр Матросов хутшăнчĕç. Вĕсем ăмăртăва килсе çитнисене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
Петр Матросов Мускав хулинче тĕпленнĕ. Спорт ветеранĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ сакăр теçетке çулран каçнă пулсассăн та, инçе çула кĕскетсе, кашни çулах ăмăртăва çитет.
Петр Георгиевич ăмăртусене тăван тăрăхра йĕркелессине ахальтен йăлана кĕртмен, паллах. Вăл çамрăксене ытларах спорта явăçтарас, тренерсен ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе çак ĕçе пуçарнă. Асăннă турнира республикăри спортсменсем çеç мар, унăн тулашĕнче — Ульяновск облаçĕнче, Тутарстан, Мордва республикисенче пурăнакансем те хутшăнаççĕ. Кашни çулах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем 10 ытла категорире вăй виçеççĕ.
Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ чăннипех те хĕрÿ иртрĕ. Куракансем кăшкăрса хавхалантарчĕç, кашниех çĕнтерме ăнтăлчĕ. Апла пулин те, чи маттуррисем те хăюллисем çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕç, парнесене тивĕçрĕç.
Хĕрсенчен 31 килограмлă виçере Даша Яковлева пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Вăл «Приз зрительских симпатий» номинацие те тивĕçрĕ.
34 килограмлă виçере Антон Андреевпа Айдар Хайбуллин виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. 37 килограмлисен хушшинче Даниил Маргиданов 2-мĕш вырăна, Роман Чижиков 3-мĕш вырăна йышăнчĕç. Раил Каримуллин тата Егор Козлов 40 килограмлисен хушшинче палăрчĕç. Николай Казаков 46 килограмлисен хушшинче 3-мĕш вырăна йышăнма пултарчĕ. 55 килограмлă виçере районти спортсменсем малти вырăнсене йышăнчĕç: Раил Ильясов, Надир Гибатдинов, Дмитрий Герасимов, Роман Белков, Владимир Фадеев. Айнур Салахутдинов 60 килограмлă виçере 1-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. 65 килограмлисен хушшинче Тимур Гисматуллин — 1-мĕш, Даниил Шуряшкин —2-мĕш, Дмитрий Степанов 3-мĕш пулчĕç.
«За самый быстрый бросок» номинацие Иван Чернов тивĕçрĕ.
«Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕ чăннипех те хĕрÿ иртрĕ. Унăн сумĕ çулсерен ÿссе пырать. Кăçал та унта хутшăнакансем йышлă пулчĕç. Пирĕн воспитанниксем тĕрлĕ категорире çĕнтерме пултарчĕç», — пĕлтерчĕ Валерий Денисов тренер.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *