Четверг, 25 апреля

Чăваш Ен «цифра» çине куçать

Чăваш Ен «цифра» çине куçать

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республики çĕршывăн ытти регионĕсемпе пĕрлех цифра телевиденийĕ çине куçать. Çавна май проект пулăшнипе республикăн пур ялĕнче те пахалăхлă 20 телеканала тÿлевсĕр пăхма пулать. Телевещанин çĕнĕ тапхăрĕ çине куçасси мĕнле пулса пыни çинчен Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил АНИСИМОВ каласа пачĕ.
— «Цифра» çине куçасси эфирлă телевиденин вещанийĕпе кăна çыхăннă. Чи малтанах аналог сигналне сÿнтерме кивĕ тата метрлă антеннăпа усă курса телевизор куракансен хатĕрленмелле, — терĕ Михаил Владимирович. — Спутник антеннипе усă куракансене ку улшăнусем пырса тивмеççĕ.
Аналог е цифрăллă телевидени пăхнине палăртма йывăр мар. Енчен экран çинче кĕтесре федераци телеканалĕн логотипĕпе юнашар «А» саспалли тăрать пулсан, сирĕн телевизор кивĕ йышшисен шутне кĕнине е цифра сигналне йышăнакан йĕрке çине куçарманнине, пачах та çĕнĕ телевизор пулнине ăнлантарать. Мĕн тумалла-ха кун пек чухне? Пĕрремĕшĕ, телевизора техника характеристики тĕлĕшĕнчен тишкермелле.
— Хальхи йышши телевизорсенчен чылайăшĕ /2013 çултан пуçласа кăларнисем тата çĕнĕреххисем/ цифрăллă эфир телеканалĕсене йышăнма  пĕтĕмпех  хатĕр.  Вĕсем çумне   кабельпе  усă  курса  дециметрлă  антенна  çеç  сыпăнтармалла.  Унтан  меню               тăрăх /автонастройка ярса/ каналсене шырамалла, — ăнлантарчĕ министр. — Маларах кăларнă телевизорсем, уйрăмах лампăллисем, цифра формачĕпе ĕçлемесен те пултараççĕ. Ун пек чухне сигнал тытма ятарлă приставка тата дециметрлă антенна кирлĕ пулать.
Сирĕн телевизор DTV-T2 цифра стандартне йышăннипе йышăнманнине пĕлес тесен телевизор çумĕнчи инструкципе е смотрицифру.рф ятарлă сервиспа усă курма май пур. Электроника магазинĕсенче тата почта çыхăну уйрăмĕсенче цифрăллă телесигнала йышăнмалли оборудованисене чылай сутаççĕ.
— Сахал тупăшлисем тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем цифрăллă приставкăсене тата антеннăсене туяннăшăн компенсаци илме пултараççĕ. Сигнал тытман вырăнта пурăнакансен те çăмăллăх пур: спутник оборудованийĕн хакĕн пĕр пайне тавăрса параççĕ. Çапла майпа вĕсем те çавнашкалах 20 телеканала тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ, — хушса каларĕ Михаил Владимирович. — Çак ыйтусене татса паракан нормативлă документа çак кунсенче йышăннă. Социаллă хÿтлĕх пайĕнче компенсацисене илмелли ыйтусене март уйăхĕн вĕçĕнчен йышăнма пуçланă.
Цифра телевиденийĕ тата ăна мĕнле ĕçлеттермелли çинчен ытларах смотрицифру.рф сайтра е 8-800-220-20-02 «вĕри линин» телефонĕпе пĕлме пулать.
Цифра телевиденийĕ çине куçма волонтерсем те пулăшаççĕ. 1 пин ытла çын ку енĕпе вĕреннĕ те ĕнтĕ. Доброволецсем телевизорăн техника настройкипе тата цифра приставкисене вырнаçтарас тĕлĕшпе йывăрлăх сиксе тухнисем патне çитеççĕ.
Регионти 8/8352/ 26-11-11 «вĕри линийĕн» телефонĕпе шăнкăравласа та заявка хăварма пулать.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *