Вăхăтра тÿлемелле

Вăхăтра тÿлемелле

РФ Шалти ĕçсен министерствин «Комсомольский» уйрăмĕ мартăн 15—25-мĕшĕсенче район территорийĕнче «Должник» операци иртни çинчен пĕлтерет. РФ Административлă йĕркене пăснисем çинчен калакан Кодексăн 32.2 статйипе килĕшÿллĕн административлă штрафа хушу вăя кĕнĕ хыççăн 60 кун тăршшĕнче тÿлесе татмалла.
Штрафа вăхăтра тÿлемесен çĕнĕ хушу хатĕрлеççĕ. Ун тăрăх парăмçăна икĕ хут пысăкрах административлă штраф тÿлеттереççĕ, е 15 талăк таран арестлеççĕ, е 50 сехет таран обязательнăй ĕçсене тума яраççĕ.
Тĕплĕнрех пĕлме тата штраф тÿлемелли квитанцисене илме РФ ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмне /Комсомольски ялĕ, Ленин урамĕ, 2-мĕш çурт, 27-мĕш кабинет/ пыма ыйтатпăр.
О. КОРОТИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *