Курав уçăлнă

Курав уçăлнă

Нумаях пулмасть районти «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕнче декораципе хушма искусство ăстин Елена Синицынан «Души и сердца вдохновение» куравĕ уçăлнă.
Елена Ильинична 1949 çулта Янкасси ялĕнче çуралнă. 1968 çултан пуçласа мăшăрĕпе Александр Васильевичпа Елчĕк районĕнчи Курнавăш ялĕнче пурăнать. 36 çул ытла райпо магазинĕнче сутуçăра тăрăшнă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна пĕрре мар Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе наградăланă. 1986 çулта вăл «Районти чи лайăх сутуçă» ята тивĕçнĕ. Унăн сăнÿкерчĕкĕ районти Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Елена Ильиничнăна пĕрре мар Курнавăш ял поселенийĕн депутатне суйланă.
Ĕçчен те пултаруллăскер, килте алă усса ларма хăнăхман. Вăл ялти культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ансамбльне çÿрет, час-часах ялти тата районти тĕрлĕ мероприятие хутшăнать, ветерансен канашĕн членĕ те вăл. Халĕ Елена Ильинична тивĕçлĕ канура.
Курава уçнă çĕрте Курнавăш ялĕнчи чиркÿн протоиерейĕ Анатолий /Емельянов/, Чăваш патшалăх истори архивĕн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.В.Ертмакова, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн строительство управленийĕн начальникĕ И.В.Кузнецов, Канаш хулинчи харпăр хăй стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ Н.Н.Ильина, математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физикăпа математика факультечĕн деканĕн çумĕ П.Н.Кузнецов, ЧР тава тивĕçлĕ поварĕ, «Гурман» кафе заведующийĕ В.В.Албутова, Ю.В.Кузнецов предприниматель тата ЧР культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.С. Васильев Е.И.Синицынана тав туса тухса калаçнă. Çавăн пекех Чĕчкен ял поселенийĕн С.А. Просвирнов ертсе пыракан пултарулăх коллективĕ те пуçтарăннисене саламланă.

А.ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *