Вăл хыпарсăр çухалман

Вăл хыпарсăр çухалман

Тăван çĕршыва хÿтĕлесе пуçĕсене хунисене асрах тытар. Пĕр çулхине Кайнлăк ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Залида Шарафутдинова хăйĕн аслашшĕн, Гадельян Шарафутдиновăн шăпипе интересленни çинчен пĕлтерчĕ. Тăванĕсене вăл 1942 çулта хыпарсăр çухалнă тесе пĕлтернĕ. Урăх пĕр хыпар та пулман.
Салтак шăпине эпир Оборона министерствин архивĕнче çеç шыраса тупма пултаратпăр паян. Шырав ĕçĕсене ирттерме архив листисене пĕрин хыççăн теприне тимлĕн уçса вулама, нумай вăхăт компьютер умĕнче ирттерме тивет. Çапла майпа çеç хамăра кирлĕ информацие тупма пулать. Туса ирттернĕ ĕçсем 1900 çулта çуралнă Гадельян Шарафутдинова хыпарсăр çухалнисен шутĕнчен кăларма май пачĕç.
Вăл 1942 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче 18794-мĕш уй-хир почтинчен килне çыру çырса янă. Вăрçăри йывăр кун-çулĕпе паллаштарнă, киле сывă таврăнасса шаннине палăртнă… Г.Шарафутдинов стрелоксен 200-мĕш дивизийĕн стрелоксен 642-мĕш полкĕнче службăра тăнă. 1943 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕнче пынă тан мар çапăçура пирĕн ентеш Калинин ?Псков/ облаçĕнчи Пустошкин районĕнчи Кривые Озерки ялĕ çывăхĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Вăрçă паттăрĕсемпе эпир чăннипех те мухтанатпăр. Çĕр çинче ан кĕрлетĕр текех вăрçă сасси. Вăрмансем, çарансем симĕсленччĕр, çĕр çинчи пĕтĕм халăхсем мирлĕ пурнăçпа пурăнччăр.
П. ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *