Пятница, 19 апреля

«Хаçат парнисем пирĕн алăра», — теççĕ спортсменсем

«Хаçат парнисем пирĕн алăра», — теççĕ спортсменсем

Спортпа туслă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çын пурнăçра чăннипех те хастар. Районта пурăнакансем спортпа туслă пулнине, тĕрлĕ ăмăртусенче хастаррине куллен çирĕплетсе параççĕ. Шкул ачисем те, организацисемпе предприятисенче ĕçлекенсем те, ветерансем те ăмăртусенчен айккинче юлмаççĕ.

«Каçал ен» хаçат редакцийĕ те шкул ачисене, районта пурăнакансене спортпа ытларах туслаштарас тĕллеве пурнăçласа çулсерен кĕркунне çуран тата хĕлле йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн ăмăртусем йĕркелет.
Акă, иртнĕ эрнекун, мартăн 15-мĕшĕнче, Комсомольски вăрманĕ хĕррине спортсменсем черетлĕ тупăшăва, хĕллехи спорт сезонне хупнă ятпа «Каçал ен» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăва пуçтарăнчĕç. Хĕвеллĕ, ăшă çанталăк хавас кăмăл парнелерĕ, хăвăртрах йĕлтĕр йĕрĕ çине тăма хистерĕ.
Йĕлтĕр спортне кăмăллакансене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Каçал ен» хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Наталья Калашникова, «Кĕтне» ФСК директорĕн çумĕ Петр Порядков саламласа ăнăçу сунчĕç.
«Паян чи маттуррисем, хăвăрт чупаканнисем, çирĕпписем финиша малтан çитсе парнеллĕ пулĕç», — терĕç вĕсем спортсменсене хавхалантарса.
Йĕлтĕр сырса старта тухиччен ÿт-пĕве хускатни аван пулнине шута илсе районти фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕ Мария Долгова пухăннисемпе зарядка ирттерчĕ. Ку, паллах, ăмăртăва тухиччен кăмăл-туйăма çĕклерĕ тата хавхалану парнелерĕ.
Ăмăртăва çул парса, вăрман хĕрринчи йĕлтĕр трассине чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем, пай пуçлăхĕсем тĕрĕслерĕç.
Малалла районти шкулсенчен килнĕ вĕренекенсем старта тухрĕç. Ăмăртăва пурĕ 9 команда хутшăнчĕ: Анат Тимĕрчкасси, Хирти Явăш, Чĕчкен, Тăманлă Выçли, Хырхĕрри тĕп тата Шурут, Хирти Мăнтăр, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕсен çак ÿсĕмри командисем. Хĕрсемпе каччăсем хĕрÿ тупăшура çĕнтерĕве алăран вĕçертесшĕн пулмарĕç. Спортра чи вăйли кăна çĕнтерет тенине чăна кăларса финиша Хирти Явăшсемпе Шурутсем малтан çитрĕç. Анат Ти-мĕрчкасси тĕп шкулĕн команди иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Хырхĕрри тĕп шкулĕн вĕренекенĕсем ăмăртура виççĕмĕш пулчĕç.
Вăтам шкулсен ушкăнĕнче дистанцие чи малтан парăнтарса Шурут вăтам шкулĕн команди çитрĕ. Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем финишра иккĕмĕш, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсем виççĕмĕш пулчĕç. Ку ушкăнра пĕтĕмĕшле 5 команда çеç старта тăчĕ. Комсомольски 1-мĕш тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсен командисем çĕнтерÿçĕсем пулмарĕç пулин те, ăмăртăва хастар хутшăнчĕç.
Кăçалхи ăмăртăва районти предприятисемпе организацисен командисем çеç мар, район администрацийĕн командисем те хутшăннине уйрăммăн палăртса хăварас килет. Шурут ял тăрăхĕн, Хырхĕрри тĕп шкулĕн, районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн, халăха социаллă пулăшу паракан центрăн спортсменĕсем эстафетăна хутшăнчĕç. Хĕрÿ тупăшура районти 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн команди пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Хырхĕрри тĕп шкулĕн педагогĕсем — иккĕмĕш, халăха социаллă пулăшу паракан центр ĕçченĕсем виççĕмĕшсем пулчĕç.
Район администрацийĕн командисем хушшинче финанс уйрăмĕнче ĕçлекенсем чи маттуррисем пулчĕç, вĕсем — пĕрремĕшсем. Коммуналлă хуçалăх тата строительство уйрăмĕн специалисчĕсем эстафетăра — иккĕмĕш, йĕркелÿ уйрăмĕн хастарĕсем финиша виççĕмĕш çитрĕç.
Спорта юратакан ветерансем те ăмăртуран айккинче юлмарĕç. Федор Ефимов, Николай Смирнов, Олег Матросов, Василий Пундяков старта тăчĕç. Финиша чи малтан Федор Ефимов çитрĕ, вăл çулĕсене кура мар вăр-вар. Николай Смирнов ăмăртура — иккĕмĕш, Олег Матросов виççĕмĕш пулчĕç.
Кашни ушкăнри çĕнтерÿçĕсем Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă командăсене редакци «Каçал ен» хаçата 2019 çулăн иккĕмĕш çур çулне çырăнса парать.
Эстафетăна йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн чи малтанах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне Петр Краснова, «Кĕтне» ФСК коллективне, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхне Мария Илларионовăна, Мария Долгова тренера тав тăватпăр, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр.
Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет: вăрман хĕрринчи йĕлтĕр трасси пире кăçал нумай хавхалануллă кăмăл-туйăм парнелерĕ, чылай ăмăрту иртрĕ. Кăçал нихçанхинччен нумай спорт ăмăртăвĕ пулчĕ унта. Районти вĕренÿ, культура учрежденийĕсен коллективĕсем, район администрацийĕн тĕрлĕ уйрăмĕсен хастарĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем — пурте — йĕлтĕр сырса ярăнтăмăр. Çакă сывлăха çирĕплетет, спортпа туслаштарать.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *