Четверг, 25 апреля

Профилактика рейчĕсем йĕркеленĕ

Профилактика рейчĕсем йĕркеленĕ

Мартăн 7—8-мĕшĕсенче эрех ĕçсе руль умне ларнă водительсем тăвакан çул çинчи аварисен шутне чакарас, çынсен пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварма пулăшас тĕллевпе «Ÿсĕр водитель» профилактика мероприятийĕ йĕркеленĕ. Ун вăхăтĕнче пирĕн районта йĕркене пăснă 2 тĕслĕх тупса палăртнă, йĕркене пăсакансене явап тыттарнă.
Мартăн 14-мĕшĕнче районта «Автобус» профилактика мероприятийĕ иртнĕ. Ăна автобуссемпе çула тухнă чухне çирĕплетнĕ йĕркене пăхăннине, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, водительсем автобуспа çÿреме ирĕк илнине тĕрĕслес тĕллевпе йĕркеленĕ.
ГИБДД ĕçченĕсемпе полици уйрăмĕн полномочиллĕ участковăйĕсем автобуспа çула тухни пассажирсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса ан тăраттăр тесе тимлесе рейдсем ирттернĕ.
Г. ЗАВОДОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *