Вторник, 16 апреля

Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ

Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ

Нумаях пулмасть районти вĕренÿ учрежденийĕсен психолог-педагогĕсен, логопед-учителĕсен тата социаллă педагогĕсен методика пĕрлешĕвĕ иртнĕ. Ăна «Радуга» ача садĕнче ирттернĕ. Ача сачĕн заведующийĕ Вероника Макарова хăнасене кĕтсе илсе пурне те тухăçлăн ĕçлеме суннă.
Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн логопед-учителĕ Татьяна Герасимова логопед ĕçĕнче театрализациленĕ вăйăсемпе усă курасси çинчен тухса калаçнă. Çакăн пек вăйăсем пуплевре йăнăшсем тăвакан ачасемпе ĕçленĕ чухне питĕ пулăшнине палăртнă вăл.
Ун хыççăн «Радуга» ача сачĕн логопед-учителĕ Вероника Макарова илемлĕ пуплеве аталантарасси çине риторика мĕнле витĕм кÿни çинчен каласа панă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн социаллă педагогĕ Галина Волкова «Правознайка» вăйăпа паллаштарнă, ун урлă ачасем хăйсен прависем çинчен пĕлме пултарнине палăртнă.
Тĕлпулу тухăçлă иртнĕ, педагогсем хăйсене валли чылай усăллă япала пĕлнĕ.
Т. ГЕРАСИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *