Çамрăксем ăмăртнă

Çамрăксем ăмăртнă

Нумаях пулмасть Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕсем Çĕмĕрле хулинче иртнĕ «Нам этот мир завещано беречь» республика фестивальне хутшăннă. Унта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çамрăк армеецсем, çарпа патриот клубĕсем, кадетсем пуçтарăннă. Пурĕ 50 команда тĕрлĕ енлĕн тупăшнă.
Çамрăк армеецсем командăн визиткине кăтартса панă, автомат салатса пуçтарнă, строй хатĕрленĕвне кăтартнă, чăрмавсен ярăмĕ витĕр тухнă, теори енĕпе пĕлĕвĕсене тĕрĕсленĕ.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн команди творчество конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Е. БАСНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *