Туссемпе пĕрле хавассăн, ай, юрларăм савăнса

Туссемпе пĕрле хавассăн, ай, юрларăм савăнса

Мартăн 8-мĕшĕнче, Комсомольски район центрĕнче сивĕ хĕле савăнăçлă лару-тăрура ăсатса хÿхĕм çуркуннене хаваслă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕç. Хĕле ăсатни, Çăварни уявĕн эрнипе пĕр килнĕрен, уява килсе çитнисем:
«Эй, çăварни, çу эрни!
Пыллă, çуллă икерчи.
Сивĕ хĕлĕн урине,
Туссем, паян хуçар-и?
Юрласа та ташласа,
Тĕрлĕ вăйă выляр-и?» — тесе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.
Хĕле ăсатса çуркуннене алă паракансене тата пуçтарăннисене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ăшшăн саламларĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те пухăннисене уяв ячĕпе ăшă сăмахсемпе саламласа ăнăçу, çирĕп сывлăх, тулли телей сунчĕç.
Уяв программи çав тери пуян та тĕрлĕ енлĕ пулчĕ. Кунта çуллă икерчĕ, тутлă шушкă-пĕремĕк, кукăль ас тивсе пăхма çеç мар, тутлă чей ĕçсе тата пысăк хуранта пĕçернĕ хуратул пăттине тутанса пăхма май пулчĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен тата культура ĕçченĕсем уява тĕплĕ хатĕрленнĕ: сĕтел çăкăр-тăварпа, икерчĕпе, чашкăрса ларакан сăмаварти техĕмлĕ чейпе тата ытти пылак çимĕçпе чăннипех те пуян. Çуллă икерчĕпе кукăль, кĕлентĕр, тĕрлĕ çырларан хатĕрленĕ джемсемпе повидло, варени, сĕт юр-варĕ — пĕтĕмпех тутанса пăхма сĕнчĕç. Сăмаварсем, пăравус евĕр, чашкăрса лараççĕ. Хăна çурчĕсен хуçисем кашни иртен-çÿрене пыллă чейпе, икерчĕпе сăйларĕç. Курса киленмелли, туянмалли тавар та çак кун пайтахчĕ.
Ял тăрăхĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем пухăннисене савăк юрăсем парнелерĕç, купăс çемми вара кашни кураканах ташă ретне йыхăрчĕ. Районти тĕп сцена çинчен çак кун чăваш, вырăс, тутар халăх юрри-кĕвви юхрĕ те юхрĕ. Çепĕç кĕвĕ-çемĕ кашнин чĕрине сăрхăнса кĕрсе халăха савăк кăмăл парнелерĕ.
Ача-пăчасем валли те савăнмалли пайтах пулчĕ. Тĕп библиотека ĕçченĕсем кунта ачасемпе савăнăçлă вăйăсем ирттерчĕç. Шкула, ача садне çÿрекенсем ку лапамра кăмăл туличчен савăнчĕç.
Çăварни уявĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан кадетсем тюльпан чечекĕсен çыххине хĕрсемпе хĕрарăмсене парнелени кĕтменлĕх те, савăнăç та пулчĕ. Ăшă кăмăл кашнин чĕринче çуралчĕ пулĕ тетĕп.
Кăçал иртнĕ çулхисем пекех кÿлнĕ утсем нумайăн пулмарĕç. Апла пулин те «Дубовка» ООО-ран килсе çитнĕ утсене курма кăмăллă пулчĕ. Вĕсем уява илемлетрĕç.
Çăварни уявĕ тĕрлĕ спорт мероприятийĕпе пуян пулчĕ.
Район центрне пухăннисем армспорт вăййине пăхса киленчĕç. Унта пĕрремĕш вырăна /75 килограмм таранхи виçере/ Александр Толмачев çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Сергей Зайцев тивĕçрĕ пулсан, виççĕмĕш вырăнпа Денис Иванов палăрчĕ. 75 килограмран ытларах виçере те çĕнтерÿçĕсене тупса палăртрĕç. Акă вĕсем: Павел Яшин, Эдуард Иванов, Рашид Хамбиков.
Кире пуканĕ йăтса арçынсенчен Владимир Калашников мала тухрĕ. Йĕкĕтсем хушшинче Евгений Никифоров 1-мĕш вырăна тухрĕ, Дмитрий Зайцев — 2-мĕш, Ранил Гайзатуллин 3-мĕш пулчĕ. Хĕрсенчен Анастасия Ильинапа Зиля Диканеева палăрчĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче волейбол турнирĕнче 7 команда тупăшнă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнтерĕве алăран вĕçертмен. «Кĕтне» команда ăмăртура — 2-мĕш, «Тукай» 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Минифутбол вăййинче «Урмай» команда мала тухнă, «Урмай-2» тата «Тукай» командăсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Шашка вăййинче Николай Индюкова çитекенни пулман. Владислав Тихонов 2-мĕш вырăн йышăннă, Вячеслав Смирнов 3-мĕш пулнă.
Шкул ачисем шывра ишсе ăмăртнă. Хĕрсенчен Элина Тумаланова, Анастасия Лепешкина, Александра Мамуткина, Анастасия Сумзина, Рузилия Валитова, Арина Кузьмина палăрнă. Арçын ачасенчен вара Иван Кузьмин, Ильяс Айзетов, Иван Силанов, Кирилл Денисов, Диас Айзетов, Иван Гончаров чи хăвăрт ишекеннисем пулнă.
Уяв савăнăçлă самантсемпе, спорт мероприятийĕсемпе, конкурссемпе, выставкăсемпе пуян пулчĕ. Пурте пĕрле пуçтарăнса савăнса хĕле ăсатрăмăр та çуркуннене алă патăмăр.
Нумаях та вăхăт иртмĕ, шăнкăртатса шыв юхма пуçлĕ, çутçанталăк чĕрĕлсе вăй илĕ, пире илĕртекен çуркуннен пĕрремĕш чечекĕсем çурăлĕç, çутçанталăкăн чи илĕртÿллĕ те илемлĕ вăхăчĕ пуçланĕ.
Тепĕр çулччен, хаваслă Çăварни!

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *