Суббота, 20 апреля

Çуралакансем сахал

Çуралакансем сахал

Районти ЗАГС уйрăмне февраль уйăхĕнче граждан тăрăмĕсен акчĕсене регистрацилес ыйтусемпе 49 гражданин пынă. Çав шутра 12 пепке çут тĕнчене килнине шута илнĕ, вĕсенчен 5-шĕ — арçын ача, 7-шĕ — хĕрача. Пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнче 4 ача нумайрах çуралнă.
Савăнăçлă лару-тăрура 5 çемье чăмăртаннине регистрациленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи февраль уйăхĕнчинчен 8 сахалрах. 3 çемье тĕрлĕ сăлтава пула арканнă.
Районта вилекенсен шучĕ çуралакансенчен чылай пысăк пулни палăрать. Февраль уйăхĕнче 27 çын пурнăçран уйрăлнă. Вĕсенчен 10-шĕ — хĕрарăм, 17-шĕ — арçын. Пĕлтĕрхи çак уйăхрипе танлаштарсан, вилекенсен шучĕ 3 çын ытларах.
О.ФЕДОТОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *