ПУРНĂÇ ПУРĂНАССИ —  УЙ УРЛĂ КАÇАССИ МАР,

ПУРНĂÇ ПУРĂНАССИ —  УЙ УРЛĂ КАÇАССИ МАР,

Шăпа тĕрлĕрен килсе тухать. Лайăх та, начар та, телейлĕ те, куççульлĕ те. Темĕнле аван пулсан та унта шырлансем те, лакăмсем те пулаççех. Чи тÿсĕмлисем, йывăрлăхран хăраманнисем çеç унта «путса» лармаççĕ, чăрмавсене çĕнтерсе хăюллăн малалла утаççĕ. Аслă Чурачăкра çуралса ÿснĕ Клавдия Сидоровна Ермолаевăпа /шел пулин те, вăл халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ/ Валентина Ивановна Тимакина шăпах çавăн пек çынсем.
АМĂШĔПЕ ХĔРĔ
Чух-чух, кăлтăр-кăлтăр, пĕрехмай малтан малалла васкаççĕ пассажирсем ларса пыракан поезд кустăрмисем. Йăлтăр кулăллă хĕрпĕрчине ытамланă çамрăк хĕрарăм тарăн шухăша путнă та нимĕн те илтмест, никама та курмасть. Унăн умĕнче йăрăс пÿллĕ, сенкер куçлă, хум-лă-хумлă сарă çÿçлĕ мăшăрĕ. «Ваня, Иван», — чĕнчĕ вăл ăна сасăпах хăй ăçтине манса. Ун хыççăн тарăн ыйхăран вăраннă пек шартах сикрĕ, пĕрле ларса пыракансем çине пăхса илчĕ. Лешсем пикенсех темĕн калаçаççĕ. Нимĕн те илтмен пулĕ вĕсем.
Пĕчĕк хĕрпĕрчи часах тарăн ыйха путрĕ. Вăрăм çивĕтлĕ хĕрарăм ăна вырăн çине асăрханса вырттарчĕ. Каллех тарăн шухăшсен авăрне путрĕ. «Ытлашшиех кулянас, пăшăрханас мар-ха. Пурте чиперех пулĕ», — хăйне хăй лăплантарчĕ хĕрарăм. Клавди часах тăван Чăваш Ене, Аслă Чурачăка, хăй çуралса ÿснĕ киле çитĕ. Кайран каллех вăл çичĕ уйăхри хĕрĕпе мăшăрĕ патне инçе çула тухĕ.
Шел пулин те, пурнăçра яланах эпир шухăшланă пек пулмасть çав. Тăван килне савăнăçпа мар, пысăк кулянупа пырса кĕчĕ хĕрарăм. Сарăмсăр вилнĕ ашшĕне юлашки çула ăсатма çитрĕ вăл. Тăванĕсен кулянăвĕ мĕн тери пысăк пулнă пирки калама та кирлĕ мар. Амăшне пулăшма, унăн ыратăвне лăплантарма тăрăшрĕ хĕрарăм. Хăй вара вутпа çулăм çинчи пек «çунчĕ».
Эрне хыççăн эрне иртрĕ. Куляну ырă пулмасть çав. Амăшĕ чирлекелесех тăчĕ. Клавди ăна ниепле те килте пĕччен пăрахса хăварма пултараймарĕ. Кун пирки мăшăрне çырса пĕлтерчĕ. Иван савнă çынни пĕчĕк хĕрĕпе пĕрле хулана таврăнасса шанчĕ, хăнăхнă ĕçрен пăрăнма шутламарĕ.
Çапла çул хыççăн çул иртрĕ. Ермолаевсен аслă хĕрĕ ялан тенĕ пекех амăшĕпе юнашар пулма тăрăшрĕ. Унăн шанăçĕ, тĕ-рекĕ пулса тăчĕ. Ялта почтальонра ĕçлерĕ Клавди. Аслă Чурачăк тата Чĕчкен ялĕсенче пурăнакансем патне хаçат-журналсемпе çырусене вăхăтра илсе çитерес тесе тăрăшрĕ. Пурнăç малаллах шурĕ. Пĕчĕк хĕрпĕрчи — лара-тăра пĕлмен Валя та шкула çÿреме пуçларĕ. Амăшĕ пекех чиперскер, икĕ çи-вĕтлĕскер, чĕкеç чĕлхиллĕ хĕрача май килнĕ таран амăшне килти ĕçсене тума пулăшрĕ.Пĕлĕшĕсем Клавдие Иван çĕнĕ çемье çавăрни çинчен çырса пĕлтерчĕç. Çак хыпар хĕрарăм чĕрине ыраттарчĕ, паллах. Мĕн тăвас тетĕн, шăпа çавăн пек пулчĕ пулĕ. Вырăс çынни чăваш ялне килес, тăванĕсенчен уйрăлас темерĕ. Клавди те кÿршĕ ял каччипе пĕрлешес шухăшлăччĕ. Пĕр-пĕрин патне кайса çÿрерĕç вĕсем, хĕр те çуралчĕ. Апла пулин те пĕр çемьепе пурăнмарĕç, пĕрин те тăван килтен уйрăлас килмерĕ пулас.
Эпĕ те хамăр ял почтальонне питĕ лайăх астăватăп. Сап-сарă çивĕтлĕ, вăр-вар хĕрарăма ял çыннисем хисеплетчĕç. Хăш-пĕр яшсен чун-чĕрине хĕмлентернĕ те пулĕ вăл. Апла пулин те, ĕмĕрне икĕ хĕрĕпе ирттернĕ хĕрарăм.

ЛАРА-ТĂРА ПĔЛМЕН ХĔРПĔРЧИ
Эпĕ Вальăпа пĕр класра вĕреннĕ. Унăн дневни-кĕнче «4» тата «5» паллăсем çеçчĕ. Анчах та тантăшăм 9 класс пĕтерсен ĕç çулĕ çине тăчĕ, амăшне пулăшас терĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60—80-мĕш тата малаллахи çулсенче те пирĕн тăрăхри ялсенчи чылай çамрăкпа вăйпитти çын укçа-тенкĕ ĕçлесе илме Ульяновск облаçне туха-туха каятчĕ. Валя та кăштах алă çавăрас, амăшне пулăшас, тĕрлĕ тумтир туянас тĕллевпе Аслă Чурачăкри 4—5 хĕрпе пĕрле инçе çула тухрĕ. Çамрăксене унта лайăх кĕтсе илчĕç, ĕçлеме ĕне фермине вырнаçтарчĕç. Общежити те пачĕç. Хĕрсем хăйсене уйăрса панă ĕнесене ла-йăх пăхрĕç, сăвăма ÿстерес тесе хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшрĕç. Вăй хуни сая каймарĕ. Валя пăхакан ĕнесем сĕт хушсах пычĕç, хĕр малта пыракан дояркăсен йышне кĕчĕ, Хисеп грамотисемпе парнесем çĕнсе илчĕ.
Çамрăксен вăй-халĕ вĕресе тăратчĕ. Пурте пĕрле савăннă чухне ĕшенни, ывăнни те иртсе каятчĕ. Фермăра яшсем те ĕç-летчĕç — водительсем, трактористсем, слесарьсем… Вĕсем те хĕрсемпе пĕрле вылятчĕç, кулатчĕç. Яштак пÿллĕ Вася Тимакин купăсне тăсса ярсан пурте ташă картине васкатчĕç. Каччă кĕвĕ хыççăн кĕвĕ калатчĕ. Купăс унăн аллинче тĕлĕнмелле асамлă музыка инструменчĕ пулса тăратчĕ. Вăл вуншар хĕрпĕрчин чун-чĕрине тыткăнланă пулĕ. Чипер яш вара тăпăл-тăпăл хулçурăмлă, чĕвĕлти чĕкеç чĕлхиллĕ Вальăна пуринчен те ытларах кăмăлларĕ. Вĕсем пĕрлешнĕ чухне хĕр вунсаккăр та тултарманччĕ-ха. Апла пулин те, унран пилĕк çул аслăрах каччă вăл пур енĕпе те лайăх мăшăр пуласса чун-чĕрипе туйрĕ. Вĕсем пурнăç тăршшĕпех шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнчĕç.

ПУРНĂÇ ПУРĂНАССИ —
УЙ УРЛĂ КАÇАССИ МАР, —
теççĕ халăхра. Витĕмлĕ те чи тĕрĕс сăмахсем. Мĕн кăна пулса иртмест пулĕ çак тапхăрта — савăнмалли те, хурланмалли те. Чи тÿсĕмлисем çеç çак лару-тăрăва парăнтараççĕ, мĕн пур йывăрлăха çĕнсе малаллах талпăнаççĕ. Валентинăпа Василий Тимакинсем шăпах çавăн пек çынсем.
«Кукамай та ватăлчĕ. Анне те тинех çамрăк мар ĕнтĕ. Ăна та кил-çурта пĕччен тытса пыма çăмăлах мар. Яла куçар мар-ши?»— терĕ пĕррехинче Валя мăшăрне. «Мĕнле маттур вĕт-ха эсĕ, манăн Валюк. Питĕ тĕрĕс шухăшлатăн, паллах, каятпăр», — терĕ арçын.
Яла таврăнчĕç. «Заветы Ильича» колхозра ĕне-выльăх ферминче ĕçлеме пуçларĕç. Пĕри — доярка, тепри — выльăх пăхакан. Каярахпа Вася водителе куçрĕ. Столовăйне апат-çимĕç турттарчĕ, Тукайри çу уçлакан пункта сĕт леçрĕ. Иккĕшĕ те шаннă ĕçе тĕплĕ тума тăрăшрĕç. Ферма заведующийĕ Иван Гордеев, колхоз председателĕ Василий Николаев Тимакинсен ĕçĕпе кăмăллăччĕ. Валя малта пыракан дояркăсен ретĕнчеччĕ. Паллах, ферма ĕçĕ пĕрре те çăмăл марччĕ. Ир-ирех тăрса ялтан икĕ çухрăмра вырнаçнă ĕç вырăнне утмалла, чылай ĕçе алă вĕççĕн тăватчĕç. Çурхи-кĕрхи йĕпе-сапара ураран резина атă каймастчĕ. Хĕрарăма хăйĕнчен чылай аслăрах Валентина Иванова, Екатерина Гаврилова дояркăсем нумай ырă сĕнÿ, кирлĕ канаш паратчĕç. Вĕсене Валентина Ивановна паян та ăшшăн аса илет.
Çемье ир-ирех ура çинчеччĕ. Çамрăксем ĕçе васкатчĕç. Вальăн йăмăкĕ Люся шкула чупатчĕ. Килте вара сакăрвуннăран иртнĕ кукамăшĕ мăнмăнукĕсемпе пĕчченех юлатчĕ. Анна аппа Герăпа Файăна çав тери лайăх пăхатчĕ. Ара, вĕсен тĕпренчĕкĕсем-çке вĕсем.
Вальăпа Вася çĕнĕ çурт лартма ĕмĕтленетчĕç. Шел пулин те, кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ ниепле те пухăнмастчĕ. Ĕç укçипе «сапламалли» шăтăксем тупăнсах тăратчĕç. Вара çамрăк мăшăр ачисене яла хăварса Карелие сухăр юхтарма кайма шутларĕ. Пĕр вăхăт Карелири сĕм вăрманта сухăр юхтарчĕç вĕсем. Çемье те хушăнчĕ, ывăл ача çуралчĕ. Шел пулин те, унăн пурăнас кун-çулĕ ытла та кĕске пулчĕ. Пĕчĕкскер йывăр чирлерĕ те ашшĕ-амăшĕнчен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Çак сурана та пирчеме пулăшмалла, малаллах талпăнмалла.
Кун хыççăн кун, эрне, уйăх иртрĕ.Тимакинсен тепĕр ывăл — Сергей кун çути курчĕ. Вăл мĕн пур хуйха-суйха сирчĕ. Паллах, ачисене ура çине тăратма амăшĕ чылай пулăшрĕ, — ялта та, хулара та.
Пурнăç урапи Тимакинсене ăçта кăна илсе çитермерĕ пулĕ. Нижневартовск хулине çĕкленме те пулăшрĕç вĕсем. Валя стройкăра ĕçлерĕ — штукатур, маляр. Вася нефтяниксем патĕнче тăрăшрĕ. Çамрăксене хваттер пачĕç. Ачисем шкулта вĕренчĕç, вĕсем ашшĕпе амăшне лайăх паллăсемпе савăнтарчĕç. Клавдия Сидоровна пушăрах вăхăтра тăтăшах Нижневартовска поезд çине ларса çитсе килетчĕ. Кĕçĕн хĕрĕ Люся та çемйипе кунтах пурăнатчĕ. Паллах, вĕсем те амăшне ялта пĕччен тунсăхлаттармастчĕç. Отпуск вăхăтĕнче яла килсе май килнĕ таран пулăшатчĕç.
Вальăна хулара питĕ килĕшетчĕ. Тÿп-тÿрĕ те сарлака урамсем. Йĕри-тавра тĕрлĕ йывăçсем. Уйрăмах кунта çулла илемлĕ. Пур çĕрте те ем-ешĕл. Пĕлĕтелле кармашакан нумай хутлă çуртсем, пĕри тепринчен хитререх. Юратать Валя çак хулана, вăл ытла та хаклă та çывăх уншăн. Кунта тĕрлĕ халăх ывăл-хĕрĕ пурăнать — тутарсем, вырăссем, эрменсем, грузинсем… Пурте пĕр çемьери пек килĕштерсе ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Çак хулара Тимакинсем 20 çула яхăн пурăнчĕç. Ачисем те ĕç, çемье çулĕ çине тăчĕç.
«Анне те самаях ватăлчĕ, пирĕн пата та сайра-хутра кăна килме пуçларĕ. Ялтан уйрăлмастех вăл. Ĕмĕрне çавăнтах ĕмĕр-лесшĕн. Çавăнпа та Аслă Чурачăка куçар пулĕ», — пĕлтерчĕ Валя пĕррехинче хăйĕн шухăшне. Çапла вара 2002 çултанпа ялта тĕпленчĕç вĕсем. Çĕнĕ çурт лартма пура туянчĕç. «Пÿрт йывăçран пултăр, унта пурăнма та лайăх, сывлăш та уçăрах», — терĕç. Кĕске вăхăтрах çурта пурăнма кĕчĕç. Пĕр хĕл кăмака хутса пурăнчĕç вĕсем. Каярах газ та, шыв та кĕртрĕç. Клавди аппан савăнăçĕ виçесĕрччĕ. Ăна пурте килĕшетчĕ кунта. Шел пулин те, ватăскер йывăр чирлерĕ, вырăнпах выртрĕ. Клавдия Сидоровна тăванĕсенчен 89 çулта ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.
Çуллахи вăхăтра çурт ача-пăча сассипе янăраса тăчĕ. Тимакинсен ачисемпе кинĕсем, кĕрĕвĕ, мăнукĕсем тăтăшах килсе çÿреме тăрăшрĕç.

ИНКЕК КУÇА КУРĂНСА КИЛМЕСТ
Валя виçесĕр телейлĕччĕ. Чупса çÿресе, юрла-юрла ĕçлет-чĕ. Пĕррехинче вара, çĕрулми лартнă вăхăтра, мăшăрĕ йывăр чирлерĕ. Ăна васкавлă пулăшу машинипе район центрĕнчи, кайран Канашри больницăсене илсе кайрĕç. «Инсульт», — терĕç. Валя мăшăрне больницăра уйăх çурă пăхрĕ. Самаях лайăхланчĕ вăл, анчах та ура çине тăраймарĕ. Акă 18 çул вырăнпах выртать. Унччентерех тăрса ларатчĕ, шăкăл-шăкăл калаçатчĕ. Халĕ вара йывăрланать. Апла пулин те, Валя шанчăкне çухатмасть. «Пурăнтăр çеç, килти сывлăш вĕт вăл. Вăл манăн малашлăхăм», — тет. «Медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулсан Людмила Кузьмина медсестрана чĕнетĕп. Вăл хамăр касрах пурăнать, яланах килет», — малалла калаçать тантăшăм. Чиркĕве çÿреме те вăхăт тупать хĕрарăм.
Паллах, пурнăçра тĕрлĕ самант пулать. Тепĕр чухне кăшкăрса йĕрес килет. Кун пек вăхăтра Валя чиркĕве çÿресе лăпланать. Ачисемпе мăнукĕсем те тăтăшах шăнкăравлаççĕ, май килнĕ таран килме тăрăшаççĕ. Самарта пурăнакан Файăн хĕрĕ Юля пĕчĕк пепкипе çу кунĕсене кукамăшĕпе кукашшĕ патĕнче ирттерет. Унăн мăшăрне те ки-лĕшет кунта. Краснодар крайĕнче тĕпленнĕ Герăн, Нижневартовскри Сергейĕн çемйисем те Аслă Чурачăка илсе çитерекен çула такăрлатсах тăраççĕ. Тимакинсен çичĕ мăнук, икĕ мăнмăнук.
З.СОЛОВЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *