![Конкурсра чи маттуррисем](http://kasalen.ru/wp-content/uploads/2019/03/IMG-20190304-WA0008-665x365.jpg)
Мартăн 2-мĕшĕнче Шупашкар хулинче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республика шайĕнче иртнĕ «Хĕрарăм — лидер» конкурсăн çĕнтерÿçисене тата асăннă конкурса хутшăннисене чысланă.
Унта чи пултаруллисем, ĕçчен те илĕртÿллĕ, ăста, пысăк тавракурăмлă хĕрарăмсем пуçтарăннă. Конкурса тĕрлĕ сферăсенче ĕçлесе хисепе тивĕçнисем хутшăннă. Район чысне Ольга Прокопьева /Прокопьевăн фермер хуçалăхĕ, Хирти Сĕнтĕр ялĕ/, Вероника Макарова /»Радуга» ача сачĕн заведующийĕ/ хÿтĕленĕ. Ольга Прокопьева «Ялти хĕрарăм — предприниматель» номинацире 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Вероника Макаровăна сертификатпа чысланă.
— Конкурс çулсерен вăй илсе пырать. Унта хутшăнма пултарни, ыттисен паха опычĕпе паллашни пире малашнехи ĕçре пулăшу кÿретех, — терĕç конкурсран тулли кăмăлпа таврăннă Ольга Вячеславовнăпа Вероника Геннадьевна.
А.ЕФРЕМОВА.