Суббота, 20 апреля

Район аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшса ĕçлемелле

Район аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшса ĕçлемелле

Февралĕн 26-мĕшĕнче Хырай Ĕнелĕнчи культура çуртĕнче районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2019 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.
Мероприятие Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Кияметдин Мифтахутдинов, Юрий Попов, предприяти-организацисен ертÿçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Канашлу пуçланиччен хăнасем фойере, залра йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç. Кунта районти суту-илÿ предприятийĕсен — райпон, «Кооператор» ОООн, «Хлебозавод» АХОн, Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн, Хайртдинова фермер хуçалăхĕн, хурт-хăмăр агентствин — продукци-йĕпе паллашма май пулчĕ çеç мар, вĕсене тутанса пăхма та сĕнчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май тунă çитĕнÿсем, çитменлĕхсем, 2019 çулхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
Хăйĕн сăмахне вăл районта ĕçлесе пурăнакан кашни çынна тав тунинчен, Владимир Путин çулсерен РФ Патшалăх Пухăвне янă Çырури сăмахсенчен пуçларĕ. «Тĕллев — çемьесене тата ачасене пулăшса пырасси», — терĕ вăл.
Александр Николаевич палăртнă тăрăх, 2018 çулта районăн пĕрлештернĕ бюджетне 581 миллион ытла тенкĕлĕх пурнăçланă. Çакă виçĕмçулхи кăтартуран 38 процент пысăкрах. Пĕлтĕрхи кашни уйăхри вăтам ĕç укçи 22088 тенкĕпе танлашнă ?13,5 процент ÿснĕ/. Ачасен шучĕ 3986-па танлашнă, çакă 2017 çулхинчен 43 ача нумайрах. Çак цифрăсем шанăçпа пуласлăха тинкерме май параççĕ.
В.В. Путин хăйĕн çулсерен яракан Çырăвĕнче çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ йывăрланса пынине палăртнă. Çакă пирĕн районта та туйăнать. Пĕлтĕрхи çураласлăхпа вилеслĕхе танлаштарсан районта пурăнакансен шучĕ 118 çын чакни паллă. Унсăр пуçне 323 çын урăх çĕре куçса кайнă.
Районта пурăнакансен 36,3 процентне социаллă пулăшусемпе тивĕçтернĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе 9073 çын 109 миллион ытла тенкĕлĕх усă курнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ачасене уйăхсерен паракан пособисене 2568 çын илсе тăрать. Амăш капиталĕпе усă курма 47 заявлени йышăннă. Пĕлтĕр нумай ачаллă 55 çемьене çĕр участокĕпе тивĕçтернĕ. Кăçал çакăн пек 60 çĕр участокĕ пама палăртнă.
Александр Осипов пĕлтернĕ тăрăх, районта тĕрлĕ социаллă ушкăнсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес ыйту çивĕч-ха. Пурăнмалли çурт-йĕр черетĕнче — 20 тăлăх ача, нумай ачаллă 5 çемье, 181 çамрăк çемье. Çамрăк çемьесене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес программа тăрăх 5 çамрăк çемьене свидетельство панă. Кăçал вĕсен шутне 11-е çитерме палăртнă. Ял территорийĕсене аталантарас программăпа килĕшÿллĕн пурăнмалли условисене лайăхлатма 3 гражданина çурт-йĕр хăпартма свидетельство панă. Вĕсен шутне те кăçал икĕ хут ÿстерме планлаççĕ. Çавăн пекех Аслă Чурачăк тата Тукай ялĕнче пурăнакан 5 тата ытларах ачаллă 2 çемье валли çуртсем хăпартнă.
«Пирĕн пуласлăх — ачасенче», — тетпĕр. Апла пулсан, вĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрмалла. 2018 çулта районти шкулсемпе ача сачĕсем çине 56 миллион ытла тенкĕ тăкакланă, çав шутра Урмаелĕнчи ача садне тăвас тата 5 вĕренÿ учрежденине юсас çĕре нумай укçа-тенкĕ янă. Кăçал Комсомольски 1-мĕш тата Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕсене тĕпрен юсама палăртнă, — пĕлтерчĕ Александр Николаевич.
Районти тепĕр çивĕч ыйту — çамрăк педагогсем çителĕксĕр пулни. Пĕлтĕр 4 çамрăк специалист ĕçе пикеннĕ. Вĕсем уйăхсерен район администрацийĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ. В.В. Путин сĕннĕ «Земство учителĕ» программа çак ыйтăва татса пама пулăшнине шаннине каласа хăварчĕ Александр Осипов.
Çитĕнÿсем пур. Апла пулин те ĕçлемелли те сахал мар. Çавна май кăçал районăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче налукран тата налукран мар кĕрекен тупăша ÿстерме тĕллев лартнă.
Сергей Артамонов пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май чи малтанах районта пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕре туса хута ярассипе тата аванрах ĕçлемеллине, ял хуçалăх продукцийĕ ытларах туса илесси çине тимлĕх уйăрмаллине палăртса хăварчĕ.
— Çурт-йĕр ытларах хута ямалла. Халăх хăйне валли пурăнмалли условисене çулсерен лайăхлатса пытăр. Ун чухне муниципалитетăн пуласлăхĕ пысăк пулĕ, — палăртрĕ вăл .
Ял хуçалăх тытăмĕн кăтартăвĕсене илес пулсан, пĕлтĕр районта хуçалăхсем япăх мар ĕçленĕ: 33, 2 пин тонна тĕш тырă ?амбар виçипе/, 20,7 пин тонна çĕрулми, 3,2 тонна пахча çимĕç пуçтарса илнĕ. Апла пулин те, республикăри хуçалăхсенчен тĕслĕх илмелли пур-ха. Сăмахран, сĕт сăвассипе эпир кÿршĕсенчен, Елчĕксенчен юлса пыратпăр. Пирĕн районта кашни ĕнерен вăтамран 4918 килограмм сĕт суса илеççĕ пулсассăн, Елчĕксен кăтартăвĕ — 5500 килограмм. Пĕлтĕр 2 фермер хуçалăхне тата 2 çемье фермине аталантарма патшалăх тĕллевлĕ пулăшу уйăрнă. Пĕтĕмĕшле агропромышленноç комплексне аталантарма патшалăх 110 млн тенкĕ хывнă. Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртнипе пĕрле 17 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ — 19401 тенкĕ.
Сергей Геннадьевич ял хуçалăх производство кооперативĕсене, фермер хуçалăхĕсен, колхозсен ертÿçисене тĕрлĕ наци проекчĕсене хутшăнма, патшалăх пулăшăвĕпе ытларах усă курма чĕнсе каларĕ. Ял хуçалăхĕнчи техника базине пуянлатассинче вăл уйрăмах агролизинг программипе анлă усă курма сĕнчĕ.
— Ку енĕпе Тутарстан Республикинче çине тăрса ĕçлеççĕ, эпир вĕсенчен кая юлса пыратпăр, — пĕлтерчĕ Сергей Геннадьевич.
Канашлура ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Юрий Попов, Кияметдин Мифтахутдинов тухса калаçрĕç. Вĕсем чи малтанах район çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине пĕлтерчĕç. Ку, паллах, пирваях районта пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатнипе çыхăннă. Хăть мĕнле вырăнта та ĕçлекен çын — хаклă пуянлăх. Çавăнпа та ĕçлекен, маттур çынсем пулсассăн район тĕрлĕ çул-йĕрпе аталанма пултарать. Çакна социаллă объектсем хута кайни çирĕплетет. Пĕлтĕр Хырай Ĕнел ялĕнче культура çурчĕ ĕçлеме тытăнчĕ, кăçал çакăн йышши клуб Шурутра хута каймалла, Урмаелĕнче ача сачĕ алăкне уçĕ.
Канашлура районти чи маттур вĕренекенсене — Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсене — свидетельствăсем пачĕç. Çавăн пекех «Чувашэнерго» ПАОн районти филиалĕн ĕçченне Александр Жирнова Раççей МЧСĕн «Пушарти хăюлăхшăн» медалĕпе, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхне Минзаид Зайнуллина «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче чылай çул ĕçленĕшĕн» паллăпа чысларĕç.
Каçал тăрăхĕнче пурăнма та, ĕçлеме те пур май та çителĕклĕ, кăмăл çеç пултăр.
А.ЕФРЕМОВА.

Петр КРАСНОВ,
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ:
— Вĕçленĕ çулталăка пĕтĕмлететпĕр те, кăçал пĕлтĕрхинчен тата лайăхрах ĕçлеме тĕллев лартса ĕçе пуçăнатпăр. Пирĕн пĕрлехи тĕллев пĕрре — тăван тăрăхра тĕпленнĕ ентешсене ытлă-çитлĕ пурăнма май пур таран пулăшасси, ырă пуçарусене тăсасси, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесси. Çакна тĕпе хурса ĕçлетпĕр эпир, депутатсем. Тăван районăн пысăк е пĕчĕк çитĕнĕвĕшĕн, паллах, савăнатпăр. Районта çынсене пурăнма лайăхрах та лайăхрах пултăр тесе сахал мар проекта, программăна ĕçе кĕртетпĕр. Нумай ĕç пурнăçларăмăр, вĕсем куç умĕнче. Ялсенче культура çурчĕсем, ача сачĕсем, сĕт-çу фермисем хута кайнăшăн епле савăнмăн; 80 çул тултарнă районăмăр кунран-кун аталанса, хитреленсе, вăй илсе пытăр. Пĕрлехи ĕçре вара пурте пĕрле тăрăшса ĕçленин тÿпи пысăк. Ахальтен ваттисем каламан: «Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурсассăн кÿлĕ пулать». Пирĕн ĕçре те çаплах пултăр.

Алексей ЕРШОВ,
«Урожай» колхоз председателĕ:
— Пĕлтĕрхи çул районта сахал мар ĕç пурнăçланнă. Çакă, паллах, пире, кунта ĕçлесе пурăнакансене савăнтарать. Эпир те район аталанăвне сахал мар тÿпе хыватпăр. Пирĕн ĕç çанталăк условийĕсенчен нумай килет пулин те, кашни кунпа тухăçлă усă курма тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, район кашни çулах çĕрулмие япăх мар тухăçпа пуçтарса кĕртет. Кăçал ăна районĕпе вăтамран кашни гектартан 216 центнер пуçтарса кĕртме пултартăмăр. Районти хуçалăхсем инвестици проекчĕсене те аван ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Пĕлтĕр районта сĕт-çу фермисене, пахча çимĕç хранилищисене, сĕт-çу продукцийĕ хатĕрлекен цеха хута янă. Çавăн пекех нумай хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх витисене юсаса çĕнетнĕ. Тăрăшмасассăн кун чухлĕ ĕç пулмасть, паллах.

Ольга АНДРЕЕВА,
Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе кăçалхи ĕç планне палăртрăмăр. Районта, ял тăрăхĕсенче нумай ĕç пурнăçланă, тата пурнăçламалли сахал мар. Пирĕн тĕллев — ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Ялта хуларинчен кая мар пулмалла. Çакна пурнăçлама вара нумай чухне тĕрлĕ проектсем, программăсем пулăшаççĕ те. Кунта уйрăмах халăх пуçарăвĕпе пурнăçланакан ĕçсене палăртса хăвармалла. Хамăр ял тăрăхĕнче çеç мĕн чухлĕ ĕç турăмăр: Тукай ялĕнче этнографипе культура паркĕ уçăлчĕ, Çĕнĕ Мăрат масарĕнче çĕнĕ пÿрт тунă, Вутлан ялĕнчи масар картине, Тăманлă Выçлири культура çурчĕн картине, Анат Тимĕрчкассинчи культура çурчĕн чÿречисене улăштарнă, Çĕнĕ Мăрат, Вутлан, Тукай ялĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунисен ячĕпе палăксем лартнă, ялсенчи урамсенче çутатакан лампочкăсене улăштарнă.
Кăçалхи плансем те пысăк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *