100 çул иртни сисĕнмерĕ…

100 çул иртни сисĕнмерĕ…

«Пурнăç урапи шав малалла кăлтăртатать — сисмерĕм те, 100 çула çитрĕм. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, аса илмелли темĕн чухлех пулнă. Çамрăк чухне нуша курнисем халĕ те асран тухмаççĕ», — тет Çĕнĕ Мăрат ялĕнче пурăнакан Ульяна Прокопьева.
Çамрăклăх — çын пурнăçĕнчи чи хаваслă вăхăт. Çамрăк чухне чун-чĕре юрлать, тавралăх та илемлĕрех курăнать, савăнас, юрлас-ташлас килет. Улюкăн çамрăклăхĕ вара хаяр вăрçă вăхăтне лекнĕ. Ялти арçынсем тăшмана хирĕç çапăçма вăрçă хирне тухса кайнă. Пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе çамрăк хĕрсем, ача-пăча çине тиеннĕ.
Улюк вăрçăччен çемье çавăрманнине кура ăна фермăри ĕçрен кăларнă /унта ача-пăчаллисене вырнаçтарнă/, Атăл хĕррине окоп чавма янă. «Чи малтанах хамăра пурăнма çĕрпÿрт турăмăр. Арçынсем вăрман касса юпасем хатĕрлерĕç, эпир юпа лартма шăтăксем чаврăмăр. Каç пулчĕ, хырăмсем те выçрĕç. Пирĕн вара çимелли те, кашăк-тирĕкĕ те çук. Çывăхри яла кайса ыйткаласа çÿрерĕмĕр, унтан-кунтан тупса пачĕç», — аса илет Улюк аппа.
Декабрь уйăхĕчченех çак ĕçре тăрăшнă вĕсем. Улюк çынпа пĕрле çĕр чавнă, чул кăларнă. Юрлă-çумăрлă çанталăка пăхмасăрах мĕн хушнă — çавна пурнăçланă. «Мĕн тумалла ĕнтĕ — ĕçлеттĕмĕр. Ватăрах арçынсем ĕçлетчĕç-ĕçлетчĕç те, ывăннă тесе кăштах кайса тăратчĕç. Эпир, çамрăксем, канма та пĕлмен çав. Ах, хăçан ăшă пÿрте кайăпăр, ăшă кăмака çумĕнче ларăпăр тесе ĕмĕтленеттĕмĕр», — путать аса илÿсен авăрне кинемей.
Унтан таврăнсан тепĕр икĕ кунранах Улатăр енне вăрман касма янă ăна. Тем пысăкăш хырсене алă пăчкипе касса тĕпрен янă çамрăксем, сивве пăхмасăрах кунĕпе ĕçленĕ. Çулла вара мунчала тума курăс хатĕрленĕ, яла вырма тĕлне çеç таврăннă.
Нумай та вăхăт иртмен, Улюка Иваново облаçне чукун çул сарнă çĕре кайма ят тухнă. Ашшĕ ăна Канаша çити леçсе хăварнă /ăна маларахри вăрçăра аманнине кура Аслă Отечественнăй вăрçа илмен пулнă/. «Кунта кам пуррипе çуккине тĕрĕслекен çук, айта каялла киле каяр», — терĕ атте. Эпĕ вара килĕшмерĕм. Кунта каймасан урăх çĕре пурпĕр яраççĕ, тесе шухăшларăм», — сÿтет аса илÿ çăмхине Улюк аппа. Унта чылай вăхăт ĕçлеме тÿр килнĕ ăна. Вăрçă чарăнсан та тепĕр çулталăкран çеç яла таврăннă. Куççульпе аса илет кинемей çул тунă çĕрти йывăр ĕçе: «Тамăк куртăм вĕт, мĕн чухлĕ нушалантăмăр. Юрать, апатне çителĕклĕ паратчĕç, йывăр ĕçленине кура аванах çитеретчĕç, яшкана аш какайне те туракаласа яратчĕç».
1949 çулта Улюк салтакран курма килнĕ Элекçейпе пĕр çемье çавăрнă. «Хĕр пăхма килсен тухасшăн та марччĕ. Кÿршĕ хĕрарăмĕ: халь вăрçă хыççăн кама тупан, илнĕ чух кай, тесе каларĕ те килĕшрĕм», — пĕлтерет вăл. Пĕрлешнĕ хыççăн 2 эрнеренех салтак малалла служба тухма кайнă. Улюк вара мăшăрĕн килĕнче питĕ хуйхăрнă, килтисем çинчен аса илнĕ. Хунямăшĕ тепре качча кайнине кура Улюкăн мăшăрĕн шăллĕсене пăхмалла пулса тухнă. «Каялла пăрахса килме те шутланăччĕ те, атте: «Качча кайнă тăк чăтас пулать. Уйрăлса килсен киле те кĕртместĕп. Кĕрÿ киличчен çавăнтах пурăн», — терĕ. Элекçей таврăнсан вара пурнăç йĕркеленчĕ», — аса илет иртнĕ кунсене Улюк аппа.
Вĕсем умлăн-хыçлăн 4 ачана кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ чĕре чирне пула ир çĕре кĕнĕ. Халĕ Улюк аппа кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ывăлĕпе кинĕ те, мăнукĕсем те ăна питĕ юратаççĕ, хисеплеççĕ. «Халĕ пурнăç лайăх, нуша курмастпăр. Пурне те ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, ачасен, мăнуксен пархатарне курма сунатăп», — тет ăшшăн кинемей.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *