Суббота, 20 апреля

Ал усса ларман хăнăхман

Ал усса ларман хăнăхман

Ĕçчен çынна ял савать, тесе калаççĕ чăвашсем. Ĕçченлĕхе, тăрăшулăха мĕн авалтан хакланă. Вăй хумасăр, кахалланса çеç ларсан пурнăçра нимĕнле çитĕнÿ те тăваймастăн-çке-ха. Паян хаçат вулаканĕсене Хырай Ĕнел ялĕнче пурăнакан ĕçчен те тăрăшуллă, алă усса ларма хăнăхман, ĕмĕрĕпе тăван колхозра ĕçленĕ Юрий Макаровпа паллаштарар-ха.
Юрий çак ялтах 1959 çулта хресчен çемйинче кун çути курнă. Çулĕ çитсен партта хушшине ларнă, 10 çул ăс пухнă. Шкул пĕтерсенех 2—3 уйăх колхоз бригадинче тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Унтан ялти сĕт-çу фермине вырнаçнă та паянхи кунчченех çавăнта ĕçлет вăл.
Малтанах Юрий Макаров выльăх-чĕрлĕх пăхаканра вăй хунă, ĕнесене, пăрусене пăхнă. Çуллахи вăхăтра ăна кĕтÿ кĕтме те шаннă. Кашни кун ир-ирех тăрса вăл тăван фермăна васканă.
Ĕçчен алă ĕç тупать, теççĕ халăхра. Ĕнесене ятарлă машинăсемпе сума пуçласан Юрий Александрович слесарь-оператор тивĕçĕсене пурнăçлама вĕреннĕ. Çавăн пекех вăл хĕллехи вăхăтра кочегарта та тăрăшать.
«Çапла, ĕмĕрĕпе фермăра ĕçлет ĕнтĕ. Йĕркеллĕн ыйхă çывăрса та курайман вĕт. Яланах ĕç çинчен шухăшланă. Халĕ те Александр Николаевич председатель: «Малалла те ĕçле-ха, пире сирĕн пек маттур ĕçченсем кирлĕ», — тесе калать те, тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та ферма çинчен манасшăн мар-ха Юркка», — тет ăшшăн унăн мăшăрĕ Тамара Афанасьевна.
Сăмах май, вăл та 36 çул фермăра вăй хунă: пăру пăхнă, дояркăра, осеменаторта ĕçленĕ, ферма заведующийĕ те пулнă. Çав вăхăтрах мăшăр кил картишĕ тулли выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрама та май тупнă. 20 çул хушши лаша тытнă, 2-шер ĕне усранă. Епле ĕлкĕрнĕ пĕтĕм ĕçе тума; «Ачасем нумай пулăшнă ĕнтĕ. Мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă эпир вĕсене. Шкултан килетчĕç те, пурте туслăн килти ĕçсене тума пикенетчĕç», — аса илеççĕ Макаровсем. Пурĕ вĕсем 4 ачана ура çине тăратнă, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнă.
«Халĕ, унчченхипе танлаштарсан, килте пит выльăх-чĕрлĕх усрама пăрахрăмăр вĕт, ферма ĕçĕ те самай çăмăлланчĕ ĕнтĕ. Чылай ĕçе техника тăвать, ятарлă аппаратсем пур. Анчах çамрăксем ферма ĕçне пит кÿлĕнесшĕнех мар çав. Апла пулин те, пирĕн хуçалăх аван ĕçлесе пырать. Малашне те ÿсĕмсем тумалла пултăр», — теççĕ Макаровсем.

Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *