Пятница, 4 октября

Юрри-ташши куç тулли

Юрри-ташши куç тулли

Ял поселенийĕсен пултарулăх коллективĕсен район 80 çул тултарнине халалланă смотр-конкурсĕ малалла пырать. Хальхинче Кайнлăк ял тăрăхĕнчи юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Концерта пуçтарăннисене Хирти Мăнтăрти культура çурчĕн фойинче вырăнти ăстасен ал ĕçĕсем, çак ял тăрăхне кĕрекен ялсен историйĕпе паллаштаракан информаци стенчĕсем, Людмила Зайцева ертсе пыракан «Хаваслă алăсем» кружока çÿрекен ачасен ĕçĕсем, «Илемлен, юратнă Каçал ен» кĕнеке куравĕ тата йăлара усă курнă авалхи япаласен «Чăвашăн ылтăн çÿпçи» куравĕ кĕтсе илчĕç.
Чи малтанах пуçтарăннисене Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин саламларĕ, район 80 çул тултарни пирĕншĕн пуриншĕн те паллă пулăм пулнине палăртрĕ. Малалла вара сцена çине артистсем тухрĕç. Людмила Алякина концерт программине уçса шăрантарнă «Даль великая» юрă тÿрех залра ларакансен чун-чĕрине тыткăнларĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи «Шанăç» ушкăна çÿрекенсен юрри-ташши те кашнин кăмăлне кайрĕ. Вĕсем лартнă «Шăна» сценка кашнинех хырăм хытиччен култарчĕ.
Сцена çине Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕнчи учительсен коллективĕ тухсан çепĕç юрăсем зал тăрăх саланчĕç. Пуян содержаниллĕ юрăсем пурнăçра — сывлăх, сĕтел çинче — çăкăр-тăвар, çумра мăшăр пурри мĕн тери хаклă пулнине аса илтерчĕç, кашнинех шухăша ячĕç. Шкул ачисем те хăйсен пултарулăхĕпе хаваспах паллаштарчĕç, вырăс халăх юррисене шăрантарчĕç, чăваш, вырăс, тутар халăх ташшисемпе куракансене тыткăнларĕç.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне çÿрекенсем хăйсене сцена çинче чăн-чăн артистсем пек тытрĕç. Вĕсен юрри-ташшине залра ларакансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Концертăн кашни номерĕ çумне Ирина Крылова презентаци хатĕрленĕ. Вăл тĕлĕнмелле илемлĕ, пуян содержаниллĕ пулнине палăртрĕç куракансем.
Ял çыннисем валли чăн-чăн парне — Кайнлăк ял тăрăхне халалласа çырнă юрă пулчĕ. Унăн сăввине поэзи анинче сулмаклă утăмсем тăвакан вырăнти сăвăç Мария Каçалсем çырнă, Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Руфина Смирнова кĕвĕленĕ. «Кайнлăк, Йăлмахва, Мăнтăрпа Турхан — çак ялсен пуласлăхĕ пур-ха», — янăрать ял тăрăхĕн гимнĕ пулма тивĕç çĕнĕ юрă. Чăнах та, çак ялсем тулли пурнăçпа пурăннине, кунти çынсем ĕçре те, юрă-ташăра та пултаруллă пулнине, ял тăрăхĕн пуласлăхĕ пуррине кăтартса пачĕ те çак концерт.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *