Четверг, 25 апреля

Пĕрле юрласа савăнни аван

Пĕрле юрласа савăнни аван

Иртнĕ кунсенче Хырхĕрри ял поселенийĕнче те смотр-конкурс иртрĕ. Концерт курма килнĕ çынсем канупа культура çурчĕн фойинче «Акă манăн ялăм, акă манăн кил» ÿкерчĕксен выставкипе паллашрĕç. Геннадий Петров хăй аллипе ăсталанă йывăçран тунă тĕрлĕ музыка хатĕрĕсем тăратнă. Ял халăхĕн çыхнă тата тĕрленĕ илемлĕ алă ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ. Залра ларакан çынсем Хырхĕрри поселенийĕн çитĕнĕвĕсемпе, ĕçĕсемпе паллаштаракан презентаци курнă.
Уяв паллах, юрă-ташăсăр мар. Çак кун пурте пĕрле пухăнса савăннине мĕн çиттĕр; Уяв концерчĕ пуçланиччен Хырхĕрри тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев сăмах илчĕ. Вăл ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе туллин паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн пĕлтĕрхи çул сахал мар ĕç тунă, тумалли татах та пур. Çакна Анатолий Николаевич тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, пĕлтĕр Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнчи масара тĕпрен юсанă, йывăç картасене тимĕррисемпе ылмаштарнă.
Ялти паллă çынсем çинчен те асăнмасăр хăвармарĕ. Тĕслĕхрен, пĕтĕм чăваш халăхĕ пĕлекен Куçма Турхан /Сергеев/ çыравçă. Унăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романне пирĕн тăрăхра вуламан çын та çук пулĕ. Вăл Вăрманхĕрри Чурачăк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Унăн ячĕпе ялта Хисеп хăми уçнă.
А.Д.Ятманов 25 çул хушши «Восток» колхоза ертсе пынă. Унăн калаçăвĕнче нихăçан та «çук» сăмах пулман. Вăл пирĕншĕн «легенда çын» шутланать. Алексей Деомидович тăрăшнипе Комсомольски — Хырхĕрри асфальтлă çула сарнă. Мăйракаллă шултра выльăх валли комплекс хута янă. Унăн ырă ĕçĕсене асăнса та пĕтереймĕн.
Хальхи вăхăтра пирĕн çамрăк ăру çĕршыва аталантарас, компьютер ĕмĕрĕнче çĕнĕрен çĕнĕ утăмсем тăвас тесе тăрăшать. Вĕсем хушшинче — Хурнай ялĕнче çуралса ÿснĕ педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент Т.В. Горбунова. Хальхи вăхăтра вăл И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен педагогика институ-тĕнче вăй хурать.
— Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав малалла чупать, самана йĕркине пăхăнса, çĕнĕлле пурăнма хушать. Ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, унăн тасалăхĕпе хăтлăлăхĕшĕн тăрăшасси, халăхпа пĕрле пурнăçламалли ĕçсене тăвасси — кулленхи тĕп тĕллевсем — терĕ докладне вĕçленĕ май ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Воробьев.
Вырăнти ĕçе маттур та пуçаруллă çынсемсĕр пурнăçлама çук. Çавна май чи маттуррисене Хисеп грамотисемпе чысларĕç.
Районти культурăпа кану çурчĕн директорĕ Г.Перьев пултарулăх коллективĕнче юрлакансене çитĕнÿсем тума сунчĕ.
Михаил Бархонов ертсе пыракан «Палан» фольклор ушкăнĕ куракансене чăваш тата вырăс юррисемпе юрласа савăнтарчĕ. Петровсен çемье ансамблĕ те куракансене хавхалантарчĕ. «Сударушка» ансамбль ташă сюитипе тата илемлĕ юрăсемпе, учительсен «Çамрăклăх» коллективĕ хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Людмила Нямукова солистка, Людмила Белкова тата икшерĕн юрлакансем Надежда Корниловăпа Маргарита Белкова, Еленăпа Светлана Михайловасем куракансене хăйсен уçă та илемлĕ сассисемпе тыткăнларĕç. Надежда Ершова Каçал ен çинчен çырнă сăввине вуласа пачĕ. Залра ларакансем кашни номере тăвăллăн алă çупса тав турĕç.
Уяв çÿллĕ шайра иртрĕ, куракансем питĕ кăмăллă юлчĕç.

Н.ЕРШОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *