Концертпа савăнтарнă

Концертпа савăнтарнă

Çак кунсенче Мускавра Регионти обществăлла организацин — «Сыны Отечества» офицерсен юлташлăхĕн пухăвĕ иртнĕ. Унта «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартнă.
Ăсталăхшăн, нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, республикăра тата Раççей шайĕнче иртекен мероприятисене хастар хутшăннăшăн, районти шкул ачисене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн коллектива В.А.Ильин вице-адмирал алă пуснă Диплома парса чысланă.
Офицерсем ансамбле ертсе пыракансене — Альбинăпа Виктор Кокшинсене тĕлĕнмелле лайăх концерт программи хатĕрленĕшĕн чĕререн тав тунă. «Кубняночка» халăх ансамблĕн пысăк ăсталăхĕ, хăйне евĕр номерсем, янăравлăх тата чуна пырса тивмелле юрлани пире питĕ савăнтарчĕç. Сирĕн тăрăшулăх, яваплăх мероприятие çÿллĕ шайра ирттерме пулăшрĕç», — палăртнă Тав çырăвĕнче.

/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code