Четверг, 25 апреля

Театрсен хăйсен кун-çулĕ, хăй пурнăçĕпе вăл пурăнать

Театрсен хăйсен кун-çулĕ, хăй пурнăçĕпе вăл пурăнать

Мухтав сана, Чăваш театрĕ!
Сан кун-çулу кĕрет юрра.
Чăваш çынни сана юратрĕ,
Санра вăл — хăй чунне курать!
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2019 çул Раççейре Театр çулталăкĕ тесе палăртнă. Апла пулсассăн кăçал республикăра, районта театрпа çыхăннă анлă мероприятисем тата та ытларах иртмелле. Шăпах февралĕн 22-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче Театр çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.
Уяв виçĕ паллă куна пĕрлештерчĕ тесен те тĕрĕсрех пулĕ. Шăпах çак кун тăван районăмăр 80 çул тултарчĕ, Театр çулталăкĕ уçăлчĕ, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене саламларăмăр.
Театр çулталăкне уçма районта пурăнакансем сахал мар тÿпе хывнă. Культура ĕçченĕсем пушшех те. Тĕслĕхрен, культура çурчĕн фойинчех уява килекенсене юмахри персонажсем кĕтсе илчĕç, кунтах тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксен, кĕнекесен, тĕрлĕ халăх тумтирĕсен выставкисене хатĕрленĕ. Кашниех вĕсемпе савăнса паллашрĕ. Уяв программи тулли те пуян пулчĕ. Чи малтанах залра ларакансене Театр çулталăкĕ уçăлнă ятпа тата районăн 80 çулхи юбилейĕпе район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, районти ветерансен канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев саламларĕç. Пурне те çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕç.
Уявра курса савăнмалли вара чăннипех те чылай пулчĕ. Районти В.Х.Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕн, драма кружокĕсен артисчĕсем куракансене спектакльти сыпăксемпе паллаштарчĕç. Шăпах вĕсем куракансене култарчĕç, йĕртрĕç, савăнтарчĕç…
Алексей Балакаевăн «Амăшĕн чĕри» пуканесен спектакльне пĕлтĕр халăх умне пĕрремĕш хут кăларнине кашниех ас тăвать. Ун чухне те, паянхи уявра та вĕсене тăвăллăн алă çупрĕç. Тĕлĕнмелле илемлĕ калăпланă ăна артистсем.
Кировран, Йÿç Шăхалĕнчен, Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчен, Аслă Чурачăкран, Комсомольскинчен, Асанкассинчен, Анат Ти-мĕрчкассинчен, Хырхĕрринчен, Нĕркеçрен килнĕ драма кружокĕсен артисчĕсене те курма хавас пултăмăр.
— Ялти артистсем хуларисенчен кая мар! Шанса панă рольсене илемлĕ калăплаççĕ. Маттур, — терĕ уява пĕтĕмлетсе район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕсен пайĕн заведующийĕ Светлана Долгова.
Театр çулталăкне çул патăмăр пулсассăн, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме вăхăт çитрĕ.
А.ЕФРЕМОВА,
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *