Комсомольски районĕ 80 çул тултарни пирĕншĕн чăн-чăн пысăк уяв — туслăхпа тăванлăх уявĕ.

Комсомольски районĕ 80 çул тултарни пирĕншĕн чăн-чăн пысăк уяв — туслăхпа тăванлăх уявĕ.

80 çул вăл — нумай та, сахал та. Сакăр теçетке çул хушшинче Комсомольски районĕ Чăваш Енре те, Раççейре те яланах хăйĕн хастар ĕçĕпе, пысăк çитĕнĕвĕсемпе, ятлă-сумлă ывăл-хĕрĕпе палăрса тăнă, çак ырă йăлана вăл паян та малалла тăсать. Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçинче пирĕн ентешсем паттăррăн çапăçнă, вăрçă хыççăн çĕршывăн юхăннă хуçалăхне ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ.
Кам кăна çук-ши Каçал ен çуратса, çунат парса ÿстернĕ çынсен йышĕнче! Совет Союзĕн Геройĕсемпе Социализмлă Ĕç Паттăрĕсем те пур, адмиралсемпе полковниксем те, патшалăх деятелĕсемпе паллă çыравçăсем те, сумлă ăсчахсемпе пултаруллă артистсем те … Чи хисеплĕ ентешсем пирĕншĕн — çĕр ĕçченĕсем, хăйсен тăварлă тарĕпе тăван çĕре шăваракансем, пире çăкăр çитерекенсем!
Пире тата районта пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнни те питĕ савăнтарать. Пирĕн умĕн пурăннă ăрусем халалласа хăварнă çак пысăк пуянлăха, çак туслăха малашне тата ытларах çирĕплетесчĕ.
Çирĕп сывлăх, çĕнĕ ÿсĕмсем, иксĕлми телей сунатăп сире, Каçалсем!
Пирĕн районта пурăнакансем яланах ĕçченлĕхпе, ырă кăмăлпа, мал ĕмĕтлĕхпе палăрса тăнă. Ентешĕмĕрсем хушшинче хамăр республикăра çеç мар, Раççейре, тĕнчере чыс-сум çĕнсе илнисем те пур. Малашне те çаплах пулма, тăван района илемлетме, пурнăçа лайăхлатса пырассишĕн пĕрле вăй хума сĕнетĕп.
Комсомольски районĕ 80 çул тултарни пирĕншĕн чăн-чăн пысăк уяв — туслăхпа тăванлăх уявĕ. Пирĕн ытарма çук юратнă районăмăрăн сумĕпе хисепĕ малашне те ÿссе пыччăр!
Тăван районăмăр йĕркеленнĕренпе февралĕн 22-мĕшĕнче 80 çул çитрĕ. Юбилей уявĕсем пĕр кунпа çеç иртмĕç, тĕрлĕ мероприятисем çулталăк тăршшĕпех пулĕç. Юбилей уявне эпир çулла, июнь уйăхĕнче, Акатуйра пысăк йышпа пухăнса паллă тума йышăнтăмăр. Вăл районта пурăнакансемшĕн çеç мар, тăван çĕртен аякра тĕпленнисемшĕн те пысăк уяв пулĕ. Пĕрле пухăнса савăннине мĕн çиттĕр;
А.ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *