Пятница, 19 апреля

Ял çыннисемпе тĕл пулчĕç

Ял çыннисемпе тĕл пулчĕç

Февралĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре, районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, «Промэнерго» АХО директорĕ Анатолий Иванов Хырай Ĕнел ялĕн çыннисемпе тĕл пулчĕç, тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.
Çак кун Хырай Ĕнел ялĕнче граждансен пухăвĕ иртнĕ май Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова 2018 çулта пурнăçланă ĕçсемпе тата кăçал пурнăçа кĕртме палăртнă ĕç планĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Асăннă тăрăхра пĕлтĕр сахал мар ĕç пурнăçланă, вĕсенчен чи пĕлтерĕшли — Хырай Ĕнел ялĕнче культура çуртне хута яни. Çак пулăма ялта пурăнакансем сахал мар кĕтнĕ. Паян вара пысăк та хăтлă культура çуртĕнче савăнма пур услови те çителĕклĕ. Çавăн пекех урамсенчи çулсене юсанă, çутăсене улăштарнă.
Александр Осипов ял çыннисемпе тĕл пулнă май информаци кунĕнче сÿтсе явма палăртнă ыйтусене хускатрĕ. Тĕп тема — Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыру. Çавăн пекех Александр Николаевич цифрăллă эфир телекуравĕ пирки те уйрăммăн асăнчĕ. Цифрăллă эфир телекуравĕпе эпир тÿлевсĕр 20 канал курма пултаратпăр. Раççей почтин уйрăмĕсенче антенна, приставка туянма пулать. Ялта пурăнакансене цифрăллă эфир телекуравĕпе усă курма тытăнма пулăшас тĕллевпе республикăра волонтерсем ĕçлеме тытăннă. Вĕсем кашни киле çитсе пулăшма хатĕр.
Александр Осипов килте йытă тытакансене уйрăммăн асăрхаттарчĕ: вĕсене ирĕке кăларса ямалла мар. Нумаях пулмасть çеç Çĕрпÿ районĕнче ирĕке тухса кайнă икĕ йытă 70 çулхи кинемее туласа вĕлернĕ. Инкекрен вăхăтра сыхланни вырăнлă, паллах.
Петр Краснов ЧР Патшалăх Канашне янă Çыру çинче чарăнса тăрса унта хускатнă пĕлтерĕшлĕ ыйтусемпе паллаштарчĕ. Нумайăшĕ шăпах ял çыннисене пырса тивет.
Пуçтарăннисем ыйтусем те пачĕç. Вĕсене ытларах хыт каяшсене илсе тухасси, уншăн тÿлесси пăшăрхантарать. Ял çыннисем аслă çул айккипе тротуар туса пама ыйтаççĕ, çакă пĕтĕмпех хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе çыхăннă. Çулсене юсасси те хумхантарать ял çыннине. Пур ĕçе пĕр вăхăтра пурнăçлама май килмест, паллах. Апла пулин те Любовь Полякова кашни ыйтăва шута илчĕ, татса пама шантарчĕ. Çак кунах информаци кунĕн членĕсем РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашрĕç. Владимир Путин палăртнă çул-йĕре ырласа йышăнчĕç. Акă, Петр Краснов Çырăва итленĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетрĕ:
— Кăçалхи Çырура вăл халăх пурнăç условийĕсене тĕрлĕ енлĕ лайăхлатма пулăшакан нумай çул-йĕре палăртрĕ. Чи малтанах — çемьесене тĕллевлĕ пулăшасси, ялта пурăнакансен пурнăçне çăмăллатасси, тĕрлĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси. Çакăнта вара уйрăмах нумай ачаллă çемьесен ипотека кредитне 450 пин тенкĕпе саплаштарма йышăннине палăртмасăр хăварма май çук. 2020 çултан «Земский учитель» программа хута кайни те ырă пулăм. Вĕренÿ, культура, сывлăх сыхлавĕ пирки калас пулсассăн та патшалăх пире яланах пулăшса пыма шантарать. Тĕрлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн фельдшерпа акушер пункчĕсем, культура çурчĕсем, шкулсем, ача сачĕсем хута кайнă. Районта та сахал мар ĕç пурнăçланнă, пурнăçланать те. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр çеç Хырай Ĕнелĕнче культура çурчĕ хута кайрĕ, кăçал çакăн йышши культура вучахĕ Шурут ялĕнче пулĕ, планра — район центрĕнче те çĕнĕ культура çурчĕ тума пуçласси. Урмаел ялĕнче ача сачĕ кăçал ачасене кĕтсе илме хатĕр пулĕ. Ялта хуларинчен кая мар пурăнма пур услови те çителĕклĕ. Апла пулсассăн шанатпăр: çамрăксем ялта ытларах тĕпленĕç, ачасем ытларах çуралĕç, ялсем илемленсе аталанĕç.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *