Пуян историллĕ, çутă малашлăхлă

Пуян историллĕ, çутă малашлăхлă

Комсомольски ялĕн историйĕ питĕ пуян. Маларах ăна Аслă Каçал тесе каланă. Паянхи кунччен сыхланса юлнă документсене пăхсан, «Кошелеи» текен ял çинчен çырнисем «Свияжск хулин тата уесĕн 1565—1567 çулсенчи çырав тата мишавай кĕнекинчех» пулнă.
Халăхра сыхланса юлнă халап-юмах тăрăх, Кĕтнен сулахай çыранĕнче, тĕттĕм вăрманта чăвашсем пурăнакан вырăнсем пулнă. Пĕрмаях вăрă-хурах тапăннипе шар курнăран вĕсем юханшывăн сылтăм çыранне куçса килнĕ, пĕрлешсе ял туса хунă. Яла вĕсем «Каçнă ял — Каçал» ят панă. Паллă таврапĕлÿçĕ В.А. Нестеров пĕлтернĕ тăрăх, ялта куçса килнĕ вырăссем те пурăнма пуçланă. Çак вырăна авалтан Кошелеи /авалхи мордва чĕлхинчен «улăхри капансем» пек куçать/ тесе каланă, çавăнпа яла та вырăссем Кошелеи теме пуçланă.
Кунта чиркÿ туса хурсан, яла ун ячĕпе — Вознесенское тесе те чĕннĕ. Çав вăхăтрах Мамай уйĕ тесе калакансем те пулнă. Авалхи халапсем тăрăх, ялтан инçех мар тутар феодалĕ Мамай пурăннă, вăл кунти çĕрсемпе тата вăрмансемпе хуçаланнă. Анчах çак ят çирĕпленсе юлман, ял Аслă Каçал /Большие Кошелеи/ пулса юлнă.
Çак ялта чăвашсемпе вырăссем килĕштерсе пурăннă. Вĕсем çĕр ĕçĕпе аппаланнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, сунара çÿренĕ, алĕç тунă. Чăвашсем хăйсен йăли-йĕркине тытса пынă, вырăссем — хăйсенне.
XIX ĕмĕрте ялта йышăну уйрăмĕ /амбулатори евĕр/, аптека пулнă. 1866 çулта пасар уçăлнă, хупахсем, 7 суту-илÿ лавкки, вулăсри ссудăпа перекет касси, 2 шыв арманĕ пулнă. 1857 çулта земство шкулĕ уçăлнă, 1895—1904 çулсенче хĕрачасен уйрăм шкулĕ те ĕçленĕ.
Унчченхи вулăс кантурĕ халĕ те сыхланса юлнă. Унта тĕрлĕ çулсенче вулăс канашĕ, ял Совечĕ, РОВД, газ хуçалăхĕ вырнаçнă пулнă. Халĕ унта — Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕ.
100 çул каялла ялта 300 хуçалăха яхăн пулнă. Вăл 3 околотокран тăнă. Кашни околоток хăй хуралçăсене тăратнă, пухусем ирттернĕ, кĕтÿçсене суйланă. Варринчи околотокра ял тата вулăс центрĕ пулнă. Унта вулăс правленийĕ, пасар, чиркÿ, чиркÿ çумĕнчи шкул, лавккасем тата тырă упрамалли обществăлла ампарсем вырнаçнă. Юнашарах пушар сарайĕпе хурал çурчĕ пулнă. Çак вырăнта ял пухăвĕсене ирттернĕ. Центрта вулăс правленийĕнче, чиркÿре, суту-илÿре ĕçлекенсем пурăннă.
1939 çулта яла 1921 çулти пăлхав вăхăтĕнче пуçĕсене хунă çамрăк комсомолецсене асăнса Комсомольски ят панă. Çак вăхăтра вăл район центрĕ шутланнă. Кунта 657 вĕренекенлĕ вăтам шкул, 2 библиотека, типографи, поликлиника пулнă, ача сачĕсем пулман.
Хальхи вăхăтра Комсомольски ялĕ тĕпрен улшăннă. Урамсенче асфальт çул, халăх электричествăпа, телефонпа, радиопа тата телекуравпа усă курать, çуртсене газпа ăшăтать. Паянхи Комсомольски ялĕ — илемлĕ, хăтлă, кунта пурăнмалли пур услови те пур. Малашне те вăл аталану çулĕпе çирĕппĕн утасси иккĕлентермест.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *