Четверг, 25 апреля

Мĕнлерех вăл хÿтĕлевçĕ?

Мĕнлерех вăл хÿтĕлевçĕ?

Февралĕн 23-мĕшĕнче эпир кашни çулах арçынсене Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕпе саламлатпăр. Çак уяв çывхарса пынă май Чăвашстат ĕçченĕсем Чăваш Республикинче пурăнакан арçынсен статистика портретне хатĕрленĕ.
Республикăра пĕлтĕрхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 576 пин арçын пулнă /пĕтĕм халăхăн 47 проценчĕ/. Вĕсенчен 345 пинĕ — хуласенче, 231 пинĕ ялсенче пурăнать. Паянхи хÿтĕлевçĕсенчен ытларахăшĕ — ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри /16—59 çулти/ арçынсем, 16 çула çитмен арçын ачасем — 21 процент, 59 çултан аслăрах арçынсем — 16 процент.
Арçынсен вăтам ÿсĕмĕ 37 çулпа танлашать. Хуласенчи арçынсен вăтам ÿсĕмĕ — 35,2 çулпа, ялсенчисен 39,9 çулпа танлашать. Чăваш Енре 90-ри е тата аслăрах 930 арçын пурăнать.
Çутçанталăкăн йĕрки çапла: арçын ачасем хĕрачасенчен ытларах çуралаççĕ. 2017 çулта кашни 1000 хĕрпĕрчи пуçне 1044 пĕчĕк пăхаттир çут тĕнчене килнĕ. 16 çула çитиччен кашни 1000 арçын ача çине 949 хĕрача лекет. Ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсем хушшинче кашни 1000 арçын пуçне 889 хĕрарăм тивĕçет. Аслăраххисем хушшинче вара арçынсем хĕрарăмсенчен 2,4 хут сахалрах. Пĕтĕмĕшле илсен, кашни 1000 арçын çине 1138 хĕрарăм лекет.
Ĕçсĕр пурăнма çук. 2018 çулта 305 пин арçын ?е ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри арçынсен 66 проценчĕ/ экономика тытăмĕнче вăй хунă. Арçынсем хушшинчи ĕçсĕрлĕх 5,2 процентпа танлашнă. Этемлĕхĕн вăйлă çурринчен ытларахăшĕ строительствăра /25 процент/, тĕрлĕ производствăра /23 процент/, суту-илÿре, транспорт хатĕрĕсене юсассинче /10 процент/ ĕçлет. Культура, спорт тытăмĕсене, канăва йĕркелес ĕçе, финанс тата страхлав сферисене арçынсем сайра-хутра çеç суйласа илеççĕ.
Уяв çывхарса пынă май хĕрарăмсем юратнă арçынсене мĕнле парнепе савăнтармалли пирки пуç ватаççĕ. Пĕчĕк хÿтĕлевçе пластмасс конструктор /вăтамран 499 тенкĕ/ е çемçе тетте /477 тенкĕ/ парнелеме пулать. Шкул ачине е студента ноутбук /вăтамран 25358 тенкĕ/ савăнтарĕ. Смартфон /7240 тенкĕ/ абонента яланах çыхăнăва тухма май парĕ. Ролик коньки /2217 тенкĕ/ е велосипед /7990 тенкĕ/ уçă сывлăшра активлăн канма юратакансене килĕшĕç. Хуçалăхри ĕçсене тума кăмăллакан арçынна электричество дрелĕ /3524 тенкĕ/ е триммер /4782 тенкĕ/ парнелеме пулать.
Хăвăрăн туйăмсене кăтартса пама вара юратнă хÿтĕлевçĕсене ăшă сăмахпа савăнтарма ан манăр.

ЧĂВАШСТАТ

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *