Четверг, 25 апреля

Паттăрлăх кăтартнă

Паттăрлăх кăтартнă

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ чăннипех те пысăк уяв. Вăл Раççейĕн мухтавлă ывăлĕсемпе хĕрĕсен — çĕршывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне хăюллăн хÿтĕлекенсен кăмăл çи-рĕплĕхне, виçесĕр паттăрлăхне, хастарлăхне палăртать.
Çак уявра Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ, Афган вăрçинче паттăрлăх кăтартнă каччă çинчен çырса кăтартсан та тĕрĕсех пулать пулĕ. Лидия Архиповнăпа Сергей Андреевич Абусевсен çемйинче пиллĕкмĕш ача çуралсан ăна Олег ят хунă. Ачан çамрăклăхĕ ытти ял ачисеннинчен пĕрре те уйрăлса тăман. Арçын ача кашни çулах колхоз уйĕнче пахча çимĕç бригадинче ĕçленĕ, амăшне пулăшнă. Ашшĕ-амăшĕ мĕн пĕчĕкренех ăна Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Ачасем час-часах вăрçăлла вылянă, Коля Гаврилов вĕсене çĕршыва нихăçан та сутмалла мар тесе ăнлантарнă.
Хирти Мăнтăр вăтам шкулне вĕренсе пĕтерсен Олег Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытнă. Вĕреннĕ вăхăтрах унăн салтака кайма ят тухнă.
1987 çулта каччă мотострелоксен çарне лекнĕ, снайперсен шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Абусев рядовоя малалла службăна ирттерме Афганистан çĕршывне янă. Çак кăнтăрти вырăнсем пĕрре те пирĕн Чăваш çĕршывне аса илтермен. 1987 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче вăрçă пыракан çĕршывра 51863-мĕш чаçра Олегăн служба пуçланнă. Тăван çĕршыва ашшĕ-амăшĕ, пĕртăванĕсем, хурăнташĕсем патне вăл час-часах çыру çырса тăрайман. Çирĕп чĕреллĕ ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ çинчен пĕр самантлăха та манман, кĕтнĕ, вăл киле чĕрĕ таврăнасса шаннă.
Пĕр кунхине Абусев снайпера çунтармалли-сĕрмелли материалсене сыхлама наряда яраççĕ. 5-мĕш уйăх çеç службăра тăнă пулсан та вăл тавçăруллă салтаксен шутне кĕнĕ. Ир çутăлса килнĕ май Йăлмахва каччи душмансем 20 çынна яхăн склад патне автомашинăсемпе вирхĕнсе килнине асăрхать. Олег çухалса каймасть, юнашар пострисене систерет, вĕсем пĕрле хÿтĕлеве тухаççĕ. Тăшман тĕлли-паллисĕр пеме пикенет. Совет салтакĕсем те ахаль выртмаççĕ, кирлĕ позицисенчен персе тăшмана вутлă çулăм айне тăваççĕ. Душмансем ураран ÿкме пуçлаççĕ, çухату тÿсеççĕ, каялла тараççĕ. Çунтармалли-сĕр-мелли материалсен склачĕсене сиенлеймен, вĕсем пурте упранса юлнă. Çапăçу хыççăн Олег Абусева командовани Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чысланă. Олег тăван яла сержант звани-йĕпе таврăннă.
Мирлĕ пурнăçра вăл Вăрнар районĕн Алина ятлă чипер хĕрĕпе çемье çавăрать. Техникумран вĕренсе тухсан тăван колхозра аслă зоотехникра вăй хурать. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача, Яро-слав тата Илемпи, çуратса ÿстернĕ вĕсем, тĕрĕс воспитани панă. Паянхи кун тăван ялта хресченпе фермер хуçалăхĕ тытаççĕ. Ял-йыш пирĕн ялта çакăн пек паттăр çынсем çуралса ÿснипе питĕ мухтанать.
П. ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *