Пуласлăх – ачасенче

Пуласлăх – ачасенче

Ачасем — пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕ. Шăпах вĕсен малашлăхра çĕршыва малалла аталантармалла, унăн хăватне ÿстермелле, тăшман тапăнасран хÿтĕлемелле пулать. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн çулсерен шкулсенче çарпа патриотла воспитани парас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсем те çак кунсенче строй хатĕрленĕвĕн смотр-конкурсĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Уява Шупашкартан хаклă хăна — «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского Договора» обществăлла организацин Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçин çумĕ, запасри подполковник Юрий Филиппов килсе çитрĕ. Çавăн пекех мероприятие Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, «Афганистан ветеранĕсен Раççейри союзĕн» Комсомольскинчи уйрăмĕн председателĕ Виктор Гаврилов, «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского Договора» обществăлла организацин районти ертÿçи Анатолий Архипов тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Чи малтанах вĕсем 6-мĕш кадет класĕнче вĕренекенсемпе хăюлăх урокĕ ирттерчĕç. Ун вăхăтĕнче вĕсем Раççейĕн çар историйĕпе кĕскен паллаштарчĕç, пирĕн тăрăхри паттăрсем çинчен каласа пачĕç. Çавăн пекех шкула çар ĕçне вĕренмелли пособисем: АК-74 автомат, Макаров пистолечĕ, Т-80 танкăн плакачĕ, ГСВГ çарĕн тата главнокомандующийĕн плакат-баннерĕсене парнелерĕç.
Малалла вара шкул ачисем хăйсен строй хатĕрленĕвне кăтартса пачĕç. Кĕçĕн классем хушшинче 2 «а» тата 3 «а» классенче вĕренекенсем 1-мĕш вырăна тухрĕç. Эмилия Сулеймановăпа /1 «а» класс/ Ильмира Насриева /3 «а» класс/ «Чи лайăх отряд командирĕ» ята тивĕçрĕç. Аслăраххисем хушшинче 6-мĕш кадет класĕнче вĕренекенсем мала тухрĕç. «Чи лайăх кадет класĕ» ята та çак класах тивĕçрĕ. Отряд командирне Иван Силантьева «Чи лайăх кадет» ят пачĕç.
Палăртмалла: «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского Договора» обществăлла организаци Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕсен попечителĕ шутланать. Шкулпа ГСВГ ветеранĕсем тунă килĕшÿ тăрăх, ветерансем кадет класĕсен ĕçне сăнаса тăраççĕ. Маларах та вĕсем шкула вĕренÿ пособийĕсем: АК-74 автоматăн макечĕсене, пневматика пистолетне, çар вăйĕсен уставне парнеленĕччĕ.
«Пирĕн тĕллев — çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси, ачасене кăмăл-сипет тата ÿт-пÿ енчен аталантарасси», — палăртать Юрий Филиппов.
Ветерансем малашне тумалли ĕçсене шкул ертÿлĕхĕпе пĕрле палăртаççĕ. Пĕрле ки-лĕштерсе ĕçленине кура çитĕ-нÿсем те пур. Акă, пĕлтĕр Çĕ-мĕрле хулинче иртнĕ кадет класĕсен тĕрлĕ енлĕ ăмăртăвĕнче пирĕн кадетсем 1-мĕш вырăна тухма пултарнă. Çавăн пекех ГСВГ ветеранĕсем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă паттăрсене асра тытас тесе те чылай ĕç тăваççĕ. «Кашни çулах эпир Çĕнтерÿ кунне халалласа районсен администрацийĕсемпе, тĕрлĕ организацисемпе пĕрле чылай мероприяти ирттеретпĕр. Кăçал Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене, Совет Союзĕн 5 Геройне халалласа Комсомольскинчи паттăрсен аллейинче Т-84 танк вырнаçтарса лартасшăн», — пĕлтерет Юрий Павлович.
Ветерансен союзĕпе шкулăн пĕрле тумалли ĕçсен планĕсем пысăк. Вĕсене ачасене çарпа патриот вопитанийĕ парас ĕçре малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *