Понедельник, 9 декабря

Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ

Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа паллаштарчĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин февралĕн 20-мĕшĕнче Мускаври «Манеж» тĕп курав центрĕнче хăйĕн РФ Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Президент унта патшалăхăн аталану тĕп çул-йĕрне, пулас улшăнусене палăртрĕ. Çĕршыв историйĕнче çак çыру шучĕпе 25-мĕш пулчĕ пулсассăн, Владимир Путиншăн — 15-мĕш.
Сумлă мероприятие Федераци Канашĕн чле-нĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, Конституци тата Верховнăй суд ертÿçисем, регионсен ертÿçисем, тĕн представителĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех Чăваш Енрен те делегаци кайнă. Унăн йышĕнче: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Альбина Егорова, Чăваш Енри Обществăлла палатăн председателĕ Алексей Судленков.
Владимир Путин Çырура кулленхи пурнăçра тĕл пулакан кăткăс ыйтусене хускатрĕ. Вĕсем — сывлăх, вĕренÿ, строительство, экологи, экономика тата ытти тытăмсем. Улшăнусен тĕп тĕллевĕ — çынсен пурнăçне çăмăллатасси.
А.МАРИЯН.
Хаклав
Александр ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ:
— Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне яракан Çырура яланхиллех пурне те пырса тивекен мĕн пур ыйтăва хускатнипе пĕрлех, çĕршыв умĕнчи тĕллевсене палăртать. Кăçалхи Çырура РФ Президенчĕ халăх пурнăçне тĕрлĕ енлĕ лайăхлатма май паракан, çăмăллатакан чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатни савăнтарать. Вăл чи малтанах çемьесене упраса хăварасси, вĕсене тивĕçлĕ пулăшу парасси çине ытларах тимлĕх уйăрма пуçлассине палăртса хăварчĕ. Сăмахран, социаллă пособисене ÿстерессипе, нумай ачаллă çемьесен налук тиевне чакарассипе, ипотекăна субсидилессипе çыхăннă пуçарусем турĕ. Виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралнă çемьесен ипотека кредичĕшĕн федераци бюджетĕнчен 450 пин тенкине саплаштарма сĕнчĕ. Ку, паллах, çемьешĕн пысăк пулăшу. Тепĕр ырă хыпар вăл — пĕрремĕш тата иккĕмĕш ачашăн илекен тÿлевсен виçине 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк икĕ виçепе танлаштарасси. Çемьесене тивĕçлĕ пулăшу пани демографи лару-тăрăвне лайăхлатма паратех, ачасенче — пирĕн çутă пуласлăх.
Владимир Владимирович «Земский учитель» программăпа килĕшÿллĕн яла килекен çамрăк учительсене патшалăх пулăшу парса хавхалантарма тытăнассине палăртса хăварчĕ. Асăннă программа районти педагогика коллективĕсене çĕнетме, çамрăксене ытларах яла явăçтарма май парĕ те. Çырура хускатнă кашни ыйту районта пурăнакансене пырса тивĕ. Ырă улшăнусене çынсем кăçалах туйма пуçлĕç. Çаксем пĕтĕмпех çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе йышăннăскерсем.

 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов:

— Кăçалхи Çырура вăл халăх пурнăç условийĕсене тĕрлĕ енлĕ лайăхлатма пулăшакан нумай çул-йĕре палăртрĕ. Чи малтанах — çемьесене тĕллевлĕ пулăшасси, ялта пурăнакансен пурнăçне çăмăллатасси, тĕрлĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртесси. Çакăнта вара уйрăмах нумай ачаллă çемьесен ипотека кредитне 450 пин тенкĕпе саплаштарма йышăннине палăртмасăр хăварма май çук. 2020 çултан «Земский учитель» программа хута кайни те ырă пулăм. Вĕренÿ, культура, сывлăх сыхлавĕ пирки калас пулсассăн та патшалăх пире яланах пулăшса пыма шантарать. Тĕрлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн фельдшерпа акушер пункчĕсем, культура çурчĕсем, шкулсем, ача сачĕсем хута кайнă. Районта та сахал мар ĕç пурнăçланнă, пурнăçланать те. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр çеç Хырай Ĕнелĕнче культура çурчĕ хута кайрĕ, кăçал çакăн йышши культура вучахĕ Шурут ялĕнче пулĕ, планра — район центрĕнче те çĕнĕ культура çурчĕ тума пуçласси. Урмаел ялĕнче ача сачĕ кăçал ачасене кĕтсе илме хатĕр пулĕ. Ялта хуларинчен кая мар пурăнма пур услови те çителĕклĕ. Апла пулсассăн шанатпăр: çамрăксем ялта ытларах тĕпленĕç, ачасем ытларах çуралĕç, ялсем илемленсе аталанĕç.

 

.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *