Вторник, 10 декабря

Ют çĕршыв хĕрĕсем – пирĕн патра хăнара

Ют çĕршыв хĕрĕсем – пирĕн патра хăнара

Ют чĕлхе пĕлни нихăçан та ытлашши пулас çук. Çакă тавракурăма анлăлатать, лайăх ĕç тупма пулăшать, ют çĕршыва канма кайсан вырăнти халăхпа пуплеме май парать. Çавăнпа ĕнтĕ шкул ачисене ют чĕлхене вĕрентесси йăлана кĕнĕ. Çакна тĕпе хурса Полина Снопкова тата Сара София Видемар волонтерсем ачасемпе тĕлпулусем ирттереççĕ, вĕсен ют чĕлхе пĕлĕвне аталантарма пулăшаççĕ. Çак кунсенче вĕсем пирĕн районта пулчĕç.
Полина Снопкова пирĕн тăрăха Германири Кельн хулинчен килсе çитнĕ. Вăл «Эрасмус+» программăна хутшăнса Раççее волонтер пулса килнĕ. Мĕншĕн шăпах пирĕн çĕршыва суйланă-ха хĕр; «Манăн аттепе анне — Раççейрен. Эпĕ пĕчĕк чухне пирĕн çемье Германие куçса килнĕ. Аттепе анне мана ачаран нимĕçле çеç мар, вырăсла калаçма та вĕрентнĕ, Раççей çинчен чылай каласа панă. Çавăнпа та манăн хам куçпа çак тĕлĕнмелле çĕршыва килсе курас килчĕ», — каласа парать Полина.
Сара — Швейцаринчи Люцерн хулинчен. Вăл университетра вĕреннĕ чухне вырăс чĕлхипе, Раççейпе интересленме пуçланă, волонтер пулса тĕрлĕ çĕре çитсе курма палăртнă.
Халĕ Полинăпа Сара вăхăтлăх Шупашкарта пурăнаççĕ, час-часах хула шкулĕсене çитсе ачасен акăлчан пĕлĕвне анлăлатма пулăшаççĕ: вăйăсем выляттараççĕ, тĕрлĕ темăпа калаçусем йĕркелеççĕ. Çакăн пек тĕлпулусен тĕллевĕ — ачасене акăлчанла пуплеме хăнăхтарасси. Волонтерсем хăйсен тăван тăрăхĕсем çинчен каласа параççĕ, ачасене интереслентерекен ыйтусем çине туллин хуравлаççĕ. «Ачасем малтанах вăтанаççĕ, кăштахран вĕсене интереслĕ пулса каять, ыйтусем пама пуçлаççĕ, вăйăсене активлăн хутшăнаççĕ», — пĕлтереççĕ пултаруллă хĕрсем.
Пирĕн района волонтерсем Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕ йыхравланипе килсе çитнĕ. Ачасен чĕрĕ çынсем ют чĕлхепе калаçнине итлеме, вĕсемпе пуплеме, ют çĕршывсен хăйнеевĕрлĕхĕпе унта пурăнакансем урлă паллашма май пултăр тесе шкулти вĕрентекенсем тĕлпулусем йĕркелеççĕ.
Паллах, эпир Германири, Швейцарири пурнăçпа интересленсех паллашатпăр пулсан, ют çĕршыв хĕрĕсемшĕн вара пирĕн патра тĕлĕнмелли пайтах. Полина, сăмахран, пирĕн халăхăн менталитечĕ нимĕçсеннинчен чылай уйрăлса тăнине палăртать. «Нимĕçсемшĕн чи малта — йĕрке, çирĕп дисциплина. Вĕсем пĕр минут кая юлас пулсан та питĕ пăшăрханаççĕ. Вырăс çыннисем вара çакăн çине урăх куçпа пăхаççĕ. Вĕсем тÿрех хыпăнса ÿкмеççĕ, «Темех мар, йăлтах лайăх пулать», — тесе хăйсене лăплантараççĕ», — палăртать вăл. Сарăна Раççейре канмалли кунсенче пур лавкка та уçă пулни тĕлĕнтернĕ. Унăн тăван çĕршывĕнче канмалли кунсенче кинотеатрсене, музейсене çеç çÿреççĕ, апат-çимĕçе тата ытти тавара вара эрне варринче туянса ĕлкĕрмелле, вырсарникун пĕр уçă лавкка та тупаймăн. Хĕрсемшĕн чи тĕлĕнтерекенни вара — Раççейре Интернет Германиринчен тата Швейцариринчен чылай лайăхрах пулни.
Полинăпа Сарăн планĕсем пысăк, вĕсем ытти çĕршывсене те çитсе курасшăн. «Раççейре те çакăн пек волонтерсен программисем пулсан, çамрăксем вĕсем тăрăх Европа çĕршывĕсене нумай укçа тăккаламасăрах кайса çÿреме пултарсан питĕ лайăх пулмалла. Малашне Раççейре те çакăн пек юхăмсем аталанасса шанатпăр», — палăртаççĕ пултаруллă хĕрсем.
Н. КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *