Суббота, 20 апреля

Халăх юрри-ташши – чи пахи

Халăх юрри-ташши – чи пахи

Мĕн ĕлĕкрен чăваш çыннин пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ юрăпа тачă çыхăнса тăнă. Пепкесем сăпка юрри итлесе çывăрнă, ÿссе çитерехпе вăйă юррисемпе киленнĕ. Çитĕннисем кашни уявра юрă тăсса янă, ĕççи вăхăтĕнче пачах урăхла юрăсем — ĕç юррисем шăрантарнă.
Чăваш халăхĕн фольклорĕ питĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ. Ăна упраса хăварас тесе районти искусство шкулĕн Аслă Чурачăкри ача-пăча «Тевет» фольклор ушкăнĕ нумай тăрăшать. Коллективăн тĕп тĕллевĕ — чăваш халăхĕн ĕлĕкхи йăли-йĕркине, юррисене çĕнĕрен чĕртесси, вĕсене хаклама, юратма вĕрентесси.
«Тевет» ача-пăча фольклор ансамбльне 1993 çулта Татьяна Макарова /Шуряшкина/ йĕркеленĕ. Унта 7—17 çулти ачасем çÿреççĕ. 25 çулта ансамбль нумай фестиваль-конкурсра палăрнă. Унăн Хисеп хучĕсемпе Дипломĕсен шучĕ те çук! Юлашки çулсенче тивĕçнисенчен хăшĕ-пĕрисене асăнар-ха: 2012 тата 2015 çулсенче коллектив Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ художество культурин «Этномириада» конкурсĕн I степеньлĕ лауреачĕ ята тивĕçнĕ, 2013—2017 çулсенче халăхсем хушшинчи «Урмай-Залида» фестивальте I тата II степеньлĕ лауреат, 2014 çулта регионсем хушшинчи ача-пăча фольклорĕн «Пĕчĕк çеç путене» VII-мĕш фестивалĕнче II степеньлĕ дипломант пулса тăнă. Çавăн пекех «Тевет» ушкăн — Пĕтĕм Раççейри «Калейдо-скоп талантов» фестивалĕн I степеньлĕ лауреачĕ /2016/, Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Пĕрле эпир — Раççей» фестивалĕн II степеньлĕ лауреачĕ /2016/. Унсăр пуçне ушкăн районта, республикăра иртекен ача-пăча пултарулăхĕн тĕрлĕ конкурс-фестивалĕнчен нихăçан та пăрăнса юлмасть, малти вырăнсене тухать.
«Тевет» ушкăн ачисем хăйсене сцена çинче мĕнле тытни чăннипех те тыткăнлать. Вĕсем чăн-чăн артистсенчен пĕрре те кая мар. Коллектив йăх-несĕлсен нихăçан кивелми юрри-ташшине, йăли-йĕркине сцена çине кăларни, вĕсем ăруран-ăрăва куçса пыччăр тесе тăрăшни питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Мĕн пĕчĕкрен асатте-асаннесен пултарулăхĕпе паллашса аталанса пыччăр, хăйсем мĕн пĕлнине ÿсекен ăрăва паччăр. Халăх юрри сыхланса юлсан халăх пĕтмест», — тет коллектив ертÿçи Татьяна Васильевна.
Вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăнни каламасăрах паллă. Унсăрăн коллектив 25 çул хушши çакăн пек тухăçлă ĕçлеймĕччĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваймĕччĕ. Коллективăн ĕçĕнче Сергей Просвирнов концертмейстерăн та тÿпи пысăк. Пĕрле килĕштерсе ĕçлени çĕнĕ тĕллевсем лартма, вĕсене вăхăтра пурнăçлама май парать.
Коллективăн репертуарĕ питĕ пуян. Çĕнĕ юрăсене вĕсем таврари ялсенчи ватăсемпе тĕл пулса, тăван халăхăн историне тĕпчесе тупаççĕ. Унтан вĕсене илемлетсе сцена çине кăлараççĕ.
Ача чухне çакăн пек чаплă коллективра юрра-ташша вĕренни, тĕрлĕ ял-хула тăрăх концертсемпе çÿрени, паллах, пĕр йĕрсĕр юлмасть. «Тевет» ушкăнăн ачисем çитĕнсен те чăваш юрри-ташшинчен писмеççĕ, тĕрлĕ уявра савăк сассисемпе, чуна хăпартлантаракан ташшисемпе савăнтараççĕ. Вĕсем хушшинче пурнăçне культурăпа çыхăнтарнисем те пур: Г.Шуряшкин, А.Просвирнова, Н.Тумаланова, Н.Лукиянов, Д.Лукиянов, А.Шуряшкина, И.Полякова, И.Макарова тата ыттисем те.
«Халăх фольклорĕ пирĕн ачасен чунне кĕрсе вырнаçать. Чăваш юрри-ташши яланах çывăх пулни, паллах, пире савăнтарать, эпир ахаль мар тăрăшнине çирĕплетет», — тет Татьяна Макарова.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *