Кĕнеке — пĕлÿ çăлкуçĕ, теççĕ. Çак çăлкуç нихăçан та ан иксĕлтĕр, пĕчĕк çăлкуçран пысăк юханшыва çаврăнтăр тесен библиотекăсен пуян пулмалла. Шăпах вĕсенче кĕнекесен хăйне евĕр тĕнчипе паллашма пулать-çке-ха.
Февралĕн 14-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна паллă тăваççĕ. Çак куна хирĕç пирĕн районти библиотекăсемпе шкулсем те çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕç. Гуманитари ăслăлăхĕсен Чăваш патшалăх институчĕн директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.С.Краснов, К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕн директорĕ, истори ăслăлăхĕсен докторĕ В.П.Иванов тата асăннă фондăн директорĕн çумĕ, культурологи кандидачĕ В.Н.Алмантай районти библиотекăсене чăваш истори-йĕпе çыхăннă кĕнекесем парнелерĕç. Вĕсен шутĕнче паллă историк, профессор, В.В.Николаев академик çырнă кĕнекесем чылай. Вăл пурăннă пулсан çак кунсенче 80 çул тултарнă пулĕччĕ. Шăпах вăл пуçарнипе 2000 çулта К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фондне туса хунă. Профессор чăваш шкулĕсенче тăван ен историне тарăннăн вĕренччĕр тесе чылай ĕç тунă, вĕренÿ пособийĕ хатĕрленĕ.
«Эпир Василий Васильевич пуçарнă ĕçе малалла тăсса хамăр халăхăн историне тĕпчетпĕр, ачасемпе çамрăксем валли илемлĕ, ăнланмалла чĕлхепе çырнă кĕнекесем пичетлесе кăларатпăр. Паянхи çамрăксем чăваш халăхĕн историне, тен, пĕлсех те каймаççĕ. Пирĕн кĕнекесем вĕсене йăх-несĕлсен пурнăçĕпе кăсăклантарасса шанатпăр», — палăртрĕ Виталий Иванов.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ И.Н.Лепешкина хаклă хăнасене кĕнекесемшĕн чĕререн тав турĕ, çакă районăн 80 çулхи юбилейĕ валли пысăк парне пулнине палăртрĕ. Библиотекăн тивĕçтерÿ уйрăмĕн заведующийĕ В.Г.Боровкова та хăйĕн савăнăçне пытармарĕ, тав сăмахĕсем каласа кĕнекесем библиотека сентрисем çинче тусанланса выртмасса шантарчĕ.
Н. КАЛАШНИКОВА.