Пятница, 19 апреля

Пур йышпа йĕлтĕрпе ярăнтăмăр

Пур йышпа йĕлтĕрпе ярăнтăмăр

Шăматкун, нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче, пирĕн çĕршыври пин-пин çын йăлана кĕнĕ чупăва хутшăнчĕ. Чăваш Енре тата районта пурăнакансем те çак кун хаваспах йĕлтĕр çине тăчĕç. Чăваш Республикин Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 37-мĕш чупăва республикăри 65 пин ытла йĕлтĕрçĕ хутшăннă. Районта старта тухакансен йышĕ те самаях пысăк пулчĕ, 2700 çынна яхăн! Ватти-вĕтти, пурте йĕлтĕр сырса ярăнчĕç. Вăрман хĕрринче йĕркеленĕ чупу чăн-чăн спорт уявне çаврăнчĕ.
Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, спорт ветеранĕ Василий Пундяков саламларĕç.
— «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» чупу çулсеренех хăйĕн сумне ÿстерсе пырать. Унта хутшăнакансен йышĕ кашни çулах ÿсет. Çакă вара савăнтарать. Ăмăрту кашни çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Паян кунта çемьесем, ĕç коллективĕсем, уйрăм спортсменсем старта тухма хатĕр. Ăмăртăва хутшăнни кашниншĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ. Йĕлтĕр çине тăни сывлăха çирĕплетет, кăмăла уçать, ĕçлеме вăй-хал парать. Çитĕнекен ăру сывă та хастар пуласси пирĕнтен нумай килет. Сывлăх чи пысăк пуянлăх пулнине нихăçан та манмалла мар. Пурне те ăнăçу, такăр çул сунатăп, — терĕ Александр Николаевич старта тухас умĕн.
— Пысăк ăмăрту çынсене çывăхлатать, çемьесене çирĕплетет, ĕç коллективĕсене пĕрлештерет. Вăл çĕнĕ кăмăл-туйăм парнелет. Ăнăçу сире пурне те! — терĕ саламласа Хасиятулла Семигуллович.
Чи малтанах шкул çулне çитмен шăпăрлансем, ача садне çÿрекенсем старта тухрĕç. Эх! Мĕнлерех тăрăшулăхпа чупаççĕ вĕсем. Ашшĕ-амăшĕ тата еплерех хавхаланупа вĕсене хă- партлантарать. Ачасене спортпа туслаштарасси чи малтанах ашшĕпе амăшĕнчен килет. Арçын ачасенчен финиша чи малтан Самир Галимзянов /»Радуга» ача сачĕ/ çитрĕ, Малик Минатуллин 2-мĕш /»Колосок» ача сачĕ/ пулчĕ, Александр Мадюков 3-мĕш /«Рябинушка» ача сачĕ/ çитрĕ. Хĕрачасенчен «Колосок» ача садне çÿрекенсем чи хăвăрт чупаканнисем пулчĕç. Мария Денисова — 1-мĕш, Анастасия Гордеева — 2-мĕш, Элина Михайлова 3-мĕш пулчĕç. Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Элина — чи çамрăк йĕлтĕрçĕ.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсем те старта тăчĕç. Арçын ачасем те, хĕрачасем те ăмăртура маттур пулчĕç. Çав тери йышлăн старта тухрĕç. Аслăрах классенче вĕренекенсем те айккинче юлмарĕç. Тĕрлĕ ÿсĕмри арçынсемпе хĕрарăмсем те тулли кăмăлпах йĕлтĕр сырса ярăнчĕç.
ВИП-чупăва пуçлăхсем, предприяти-организаци ертÿçисем хутшăнчĕç. Вĕсем 1 километрлă дистанцие чупрĕç. Ыттисем вара 3 тата 5 çухрăма парăнтарчĕç. Ветерансем те çак кун Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕр йĕрне хутшăнчĕç. Çулĕсене пăхмасăрах вĕсем дистанцисене çăмăллăн парăнтарчĕç. Хĕрарăмсенчен финиша чи малтан Зинаида Киргизова çитрĕ, ун хыççăнах Людмила Макарова, Райне Закирова. Арçынсенчен Николай Ятманов çĕнтерчĕ. Анатолий Давыдов 2-мĕш вырăна çĕнсе илчĕ, Алексей Самаркин виççĕмĕш пулчĕ. 70 çултан иртнисем хушшинче финиша чи малтан Федор Ефимов çитрĕ. Вăл «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2019» чупăва хутшăннă чи аслă спортсмен пулчĕ. Василий Пундяков иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ, Николай Смирнов виççĕмĕш пулчĕ.
Чи пултаруллисене медальсемпе, парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç.
Асăннă кун йĕлтĕр çине тăман çын пулмарĕ пуль. Нумайăшĕ тĕрлĕ дистанцие чупса вăй виçрĕ, мала тухассишĕн тупăшрĕ. Ыттисем кăмăл туличчен ярăнса киленчĕç. Спорт уявне ачасем хăйсем тĕллĕн çеç мар, ашшĕ-амăшĕсемпе, асламăшĕ-кукамăшĕсемпе, аслашшĕсемпе пĕрле тухнă. Кунта çемйипех старта тухнисем те сахал мар пулчĕç. Сăмахран, Басниковсем, Можаевсем, Поляковсем, Макаровсем, Герасимовсем тата ыттисем те ачисемпе пĕрле йĕлтĕрпе ярăнчĕç. Çавăн пекех палăртса хăварас килет: «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2019» чупăва Комсомольски вăрманĕ хĕрринче йĕркеленипе пĕрлех ял тăрăхĕсенче те вăл çÿллĕ шайра иртнĕ. Унта та хутшăнакансен йышĕ нумай пулнă.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *