Воскресенье, 13 октября

Республикăра Владимир Мединский пулнă

Республикăра Владимир Мединский пулнă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн 2019 çулта Шупашкара йĕркелесе янăранпа 550 çул, 2020 çулта Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлăпăр.
Çавна май уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унăн председателĕ — Раççей культура министрĕ Владимир Мединский.
Владимир Ростиславович февралĕн 8-мĕшĕнче Шупашкара килсе çитнĕ. Ĕçлĕ çулçÿревĕн тĕллевĕ — уявсене мĕнле ха-тĕрленнине хак парасси, пĕлтерĕшлĕ çак пулăмсен витĕмĕпе хулара çĕкленекен çĕнĕ объектсене çитсе курасси, туса çитермелли ĕçсене палăртасси.
Владимир Мединский Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ĕçлĕ калаçу ирттернĕ хыççăн Правительство çуртĕнче Республика тĕп хулине йĕркелесе янăранпа 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн вырăна тухса ирттернĕ ларăвне ертсе пынă.
— 2018 çултан пуçласа уявăн тĕп мероприятийĕсене пурнăçа кĕртме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрма пуçларăмăр, — тенĕ вăл.
— Пур çăлкуçа шута илсен, пурĕ 627,4 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ, вĕсенчен 429,9 миллионне федераци бюджетĕнчен уйăрмалла, 179,3 миллионне — Чăваш Ен бюджетĕнчен, ыттине — бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен, — палăртнă Владимир Мединский.
Иртнĕ çул республикăри 21 культурăпа кану учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçланă, культура еткерлĕхĕ шутланакан сакăр объектра — реставраци ĕçĕсем. Вĕсене йĕркене кĕртме 194,1 миллион тенкĕ кирлĕ пулнă, 139 миллионне федераци бюджетĕнчен куçарса панă.
Вăл çавăн пекех çак тапхăрта 56 культура учрежденине юсамаллине тата реставраци тумаллине, унсăр пуçне культурăпа массăллă, çутĕç тата издательствăпа çыхăннă 32 мероприяти ирттермеллине палăртнă.
Министр Чăваш Ен культура енĕпе федераци программисене хастар хутшăнса ĕçленине ырланă.
Владимир Мединский Михаил Игнатьевпа пĕрле Шуршăлти космонавтика музейне çитсе курнă. Шупашкар хулинчи Искусствăсен академийĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Академи — пултаруллă ачасен центрĕ. Çакна сумлă хăнасем хăйсем курса ĕненчĕç. Раççей министрĕ Чăваш Енре ачасен театр пултарулăхне пысăк тимлĕх уйăрнине палăртнă, кăçал Театр çулталăкĕ-çке.
Владимир Мединский К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри культурăпа искусство ĕçченĕсемпе тĕл пулнă.
Хăнана «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль сыпăкĕпе паллаштарнă.
Михаил Игнатьев В.Мединские Шупашкара килме кăмăл тунăшăн, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ уявсене хатĕрленсе ирттерсе ярассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн вырăнти ларăвне ирттерме хутшăннăшăн тав тунă.
«ХЫПАР».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *