Тĕрĕслев витĕр тухмалла

Тĕрĕслев витĕр тухмалла

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 9 класс пĕтерекенсен пурин те вырăс чĕлхипе пĕтĕмĕшле собеседовани витĕр тухмалла. Вăл февралĕн 13-мĕшĕнче иртет. Ăна ăнăçлăн тытакан ачасем патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацине хутшăнма ирĕк илеççĕ.
ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алевтина Федорова пĕлтернĕ тăрăх, собеседовани вăхăтĕнче шкул ачисен пуплев шайне тĕрĕслеççĕ. Ачасен ун вăхăтĕнче 4 задани пурнăçламалла: текста сасăпа вуламалла, унăн содержанине каласа памалла, монолог тата диалог туса калаçмалла. Монолог валли е сăнÿкерчĕкре сăнланнă ĕç-пуç çинчен, е пурнăçра пулнă пĕр-пĕр пулăм çинчен /сăмахран, экскурси е поход çинчен/, е суйласа илнĕ проблемăллă пĕр-пĕр темăпа, диалог вăхăтĕнче экзаменаторпа суйласа илнĕ тема тавра калаçмалла.
Собеседовани ача вĕренекен шкултах иртет. Ăна шкулти хуть те хăш учитель те ирттерме пултарать. Ачан ĕçне хакланă чухне мĕнле хăвăртлăхпа вуланине, интонацине, грамматика, пуплев, орфоэпи нормисене пăхăннине тата ыттине те шута илеççĕ. Зачет илес тесен 10 балл пуçтармалла, чи пысăк балл — 19.
Енчен те ача февралĕн 13-мĕшĕнче чирлесен, вăл мартăн 13-мĕшĕнче е майăн 6-мĕшĕнче тĕрĕслев витĕр тухма пултарать.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *