Суббота, 20 апреля

«Цифра» çине куçма хатĕр

«Цифра» çине куçма хатĕр

Февралĕн 11-мĕшĕнче 7 регионта аналог телекуравĕн передатчикĕсене чарса хураççĕ. Магадан, Пенза, Рязань, Тула, Ульяновск, Ярославль облаçĕсем тата Чечен Республики çакна тума пĕтĕмпех хатĕр. РФ цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Волин пĕлтернĕ тăрăх, цифра телекуравĕ çине апрелĕн 15-мĕшĕнче куçакан тепĕр 20 регион та çакна тума хатĕрленсе çитнĕ. Вĕсем хушшинче Чăваш Ен те пур.
Чи малтан çак ĕçе Тверь облаçĕнче туса ирттернĕ. Унта пурăнакансем çĕнĕлĕхе ырласа йышăннă. Çынсене цифрăллă телекурава йĕркелесе яма пулăшас ĕçе волонтерсене явăçтарнă.
Аса илтеретпĕр: енчен те эсир телевизора 2012 çулччен туяннă пулсан, ун çумне ятарлă хушăм вырнаçтармалла. Ăна 990 тенкĕрен пуçласа туянма пулать. Çак хушăма почта урлă туянма май пур. Тĕплĕнрех СМОТРИЦИФР.РФ сайтра вуласа пĕлме пултаратăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *