Четверг, Апрель 18

Кадастр хаклавĕ пырать

Кадастр хаклавĕ пырать

Кăçалтан ЧР Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче йышăннă 457 №-лĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн куçман пурлăх объекчĕсен кадастр хакне çирĕплетнĕ.
2018 çулта республика территорийĕнче 764 пин ытла капиталлă строительство объекчĕн тата 135 пин ытла промышленноç тата урăх ятарлă тĕллевлĕ çĕр участокĕсен патшалăх кадастр хаклавне тунă.
Кадастр хаклавне çĕнĕ йĕрке тăрăх, 2016 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче йышăннă 237-ФЗ №-лĕ саккунпа килĕшÿллĕн ирттернĕ. Çак саккун тăрăх хаклава унчченхи пек хаклав организацийĕсем мар, патшалăх бюджет учрежденийĕсем ирттереççĕ. Пирĕн республикăра çак ĕçсене «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕ тăвать. Вăл:
— патшалăх кадастр хаклавне ирттернĕ чухне кадастр хакне палăртать;
— çĕнĕрен шута кĕртнĕ куçман пурлăх объекчĕсен кадастр хакне тата унччен шутра пулнă объектсен улшăннă кăтартăвĕсене шута илсе çĕнĕ кадастр хакне палăртать;
— кадастр хакне палăртассипе çыхăннă ыйтусене ăнлантарать;
— кадастр хакне палăртнă чухне йăнăшсем яни çинчен калакан çырусене пăхса тухать;
— кадастр хакне палăртма кирлĕ информаци пуçтарать.
Патшалăх кадастр хаклавĕ кашни 3—5 çултан иртет. Унсăр пуçне черетсĕр патшалăх кадастр хаклавĕ йĕркелеме пултараççĕ.
2019 çулта республикăра çын пурăнакан вырăнсенчи 476 пин ытла çĕр участокĕн кадастр хакне палăртĕç. 2020 çулта — вăрман фондне тата уйрăм сыхлакан территорисемпе объектсен çĕрĕсене, 2021 çулта — ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕрсене, 2022 çулта шыв фончĕн çĕрĕсене хаклама палăртнă.
Палăртмалла: 2018 çултан пуçласа палăртнă кадастр хакĕсемпе килĕшмесен ЧР Юстици министерстви çумĕнчи кадастр хаклавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе çыхăннă тавлашусене татса паракан комиссие пыма пулать. Маларах хакланă объектсемпе çыхăннă тавлашусене Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ çумĕнчи ятарлă комисси пăхса тухать.
Ыйтусем сиксе тухсан «Чăваштехинвентаризаци» бюджет учрежденийĕн специалисчĕсенчен ыйтса пĕлме пулать: Шупашкар хули, Бабушкин урамĕ, 8-мĕш çурт, телефон: 8/8352/57-03-07, электрон почта: chuvti@cap.ru
ЧР Юстици министерстви.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code