Ăшă сăмах эмелпе пĕр тан

Ăшă сăмах эмелпе пĕр тан

Тĕнчере професси чылай, вĕсем пурте пирĕншĕн, çынсемшĕн. Тухтăрсем вара — этем сывлăхĕн хуралĕнче тăракансем, çавăнпа та ку професси яланах чи пархатарлисен йышĕнче. Шурă халатлă ĕçченсем чирлисене эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплеççĕ. Çапла, тухтăр ĕçĕ — питĕ пархатарлă. Çак ĕçре ĕçлеме, ман шутпа, кашниех пултараймасть. Медицинăра вăй хураканăн çынна эмелпе сиплеме пултарнипе пĕрлех унпа калаçма та, ăна кирлĕ канаш пама та пĕлмелле.
Район тĕп больницинчи инфекци уйрăмĕ икĕ — Елчĕк тата Комсомольски — район çыннисене йышăнать. Ку уйрăм нихăçан та пушă мар, унтан çын татăлмасть. Хĕллехи вăхăтра ытларах грипп, шăнса пăсăлнă чирсемпе чирлеççĕ пулсан, çуллахи тапхăрта вара вар-хырăм чирĕ канăç памасть.
— Çуллахи шăрăх кунсем хыççăнах пуçланнă кĕр кунĕсене организм хăвăрт хăнăхаймасть. Кун пек чухне кăшт шăнсанах сăмса юхма, пыр ыратма пуçлать. Чире шала кайма памалла мар, шăнса чирленине сиссенех тÿрех тухтăр патне çул тытмалла. Вăхăтлă сипленме пуçласан чире антибиотиксемсĕр те çĕнтерме пулать, сиплев ĕçĕсем пирки те, паллах, манмалла мар. Чи пахи — грипа хирĕç прививкăна вăхăтра тутарни. Сывлăх çирĕп пултăр тесен спортпа туслă пулмалла, организма тĕрлĕ енлĕ çирĕплетме тăрăшмалла. Хамăр пурнăçшăн хамăр яваплă, — тет уйрăм заведующийĕ Надежда Михайлова.
Тухтăрăн тĕп тивĕçĕ — çынсен сывлăхне упрасси. Çын сывлăхĕ вĕсем профессие епле юратнинчен, ĕçе мĕнле яваплăхпа пурнăçланинчен чылай килет. Инфекци уйрăмĕнче тăватă медсестра — Антонина Языкова, Гулине Акенова, Галина Григорьева тата Алена Белкова — тăрăшать. Дежурствăра вĕсем черетлесе тăраççĕ. Шурă халатлисен пулăшуçисем — Тамара Трофимова, Марина Александрова, Тамара Волкова, Татьяна Тарасова санитаркăсем. Уйрăм ертÿçи — Надежда Николаевна Михайлова. Вĕсем кашни чирлĕ çынна кăмăллăн кĕтсе илсе пулăшу параççĕ, сиплеççĕ. Тухтăрсен ăшă сăмахĕ чирлисене эмел пекех сыватать, вăй хушать.
— Тĕпрен юсанă уйрăмра август уйăхĕнче ĕçлеме пуçларăмăр. Пÿлĕмсенче хăтлă, çутă, ăшă, пациентсем валли те условисем çителĕклех. Палатăсенче икшерĕн выртаççĕ, кунтах сан-узел, ванна, — терĕ Алена Белкова медсестра.
Инфекци уйрăмĕн ĕçченĕсем чирлекенсене талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пулăшу пама хатĕр. Ĕçĕ çавнашкал вĕсен — пĕр чирлĕ çынна та пулăшусăр хăвармалла мар. Эпир уйрăмра тăрăшакансене малашне те халăхăн сывлăхĕшĕн ырми-канми ĕçлемешкĕн çирĕп вăй-хал сунатпăр.
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *